АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа, пилпе çуралнисем телейлĕ

27 октября 2017 г.

Жемчуг туя пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитсен паллă тăваççĕ. Ăна кĕтсе илме хĕрỹ юрату, чăтăмлăх, ăнланулăх, тимлĕх кирлĕ. Çак сăмахсене Янкасси ялĕнче пурăнакан Елизавета Аверкиевнăпа Вадим Федорович Гурьяновсем пиркиех каланăн туйăнать. Вĕсен кун-çулне тишкерсен чăннипех те çапла иккенне ăнланса илетĕн.

Елизавета Аверкиевнăпа Вадим Федорович мĕн пĕчĕкрен нимĕнле ĕçрен те ютшăнман, пурнăç тути-масине çамрăклах ас тивнĕ. Шкул вăхăтĕнчех колхоз ĕçне хутшăннă, çемьене пулăшас тенĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван колхозра тăрăшнă.

Гурьяновсем ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Валентинăпа Юрий ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ỹснĕ. Иккĕшĕ те Комсомольскинче ĕçлесе пурăнать, çемьеллĕ. Хальхи вăхăтра мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕ Елизавета Аверкиевнăпа Вадим Федоровичăн чи пысăк пуянлăхĕ.

Пĕр-пĕрне савса çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа Гурьяновсене ачисемпе мăну-кĕсем, тăванĕсем çеç мар, сумлă хăнасем те саламлама вăхăт тупрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, ЗАГС пайĕн начальникĕ Ольга Федотова ăшшăн саламларĕç. Жемчуг туя паллă тăвакан Гурьяновсем çамрăк çемьесемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каларĕç.

Юрри-ташши те пулчĕ савăнăçлă уявра. Мария Илларионова, Владимир Павлов юбилярсене савăк юрăсем шăрантарса саламларĕç.

- Мăшăрпа 55 çул пĕрле пурăнатпăр. Çак вăхăтра лайăххипе пĕрлех пĕр-пĕрне кỹреннĕ вăхăтсем те пулнă пуль, анчах яланах çемье тата ачасем пирки шухăшланă. Кашăк-чашăк кашни шăкăртатмассерен уйрăлса кайсан мĕн пулать? Хăш-пĕр чухне илтнине те илтмĕш, курнине те курмăш тума пĕлмелле, - терĕç Гурьяновсем çамрăксене ырра вĕрентсе.

"Мăшăрлантăр пулсан - юратăва пĕрле упрăр", - терĕ мăнукĕсене пиллесе Елизавета Аверкиевна.

Шăпах вĕсем, çамрăксем, йăх тăсăмĕ. Çак çыхăну нихăçан та ан татăлтăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика