АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эльза - чи маттурри

27 октября 2017 г.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче районти культурăпа кану керменĕнче "Шкул пики-2017" конкурс иртрĕ.

Çитĕнекен ăрăва тăван культурăпа унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентес, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнỹсем тăвакан çамрăксене тупса палăртас тата вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшас тесе пуçарнă конкурсра кăçал тăхăр пике тупăшрĕ. Кĕçĕн Çĕрпỹел, Хырай Ĕнел, Шурут, Çĕнĕ Мăрат, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Хирти Мăнтăр, Нĕркеç вăтам шкулĕсенчен килсе çитнĕ пикесем хăйсене чи çепĕççи, чи хỹхĕмми, чи хастарри те чи сăпайли, чи пултарулли ята илессипе ăмăртрĕç. Вĕсен чылай конкурс витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартма тиврĕ.

8-9-мĕш классенче ăс пухакансем малтанах хăйсем çинчен сăмах вĕççĕн каласа кăтартрĕç. Çав вăхăтрах хĕрсем пирки видеоролик пăхса пĕлме те пулчĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн пики, Татьяна Матросова вара, хăйĕнпе кăна мар, пĕрле вĕренекен тата тĕрлĕрен походсемпе шырав ĕçĕсене хутшăнакан юлташĕсемпе те паллаштарчĕ. Вĕсем коллективпа ташă ташласа пухăннисен кăмăлĕсене татах та уçма пултарчĕç.

Конкурсантсем - Софья Никитина, Ангелина Пыркина, Анжела Мухина, Татьяна Матросова, Анастасия Ильина, Марианна Яковлева, Анастасия Чипчигина, Анна Котова, Эльза Кузнецова - чăваш халăх юррисене юрларĕç, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе килсе ăна епле пĕçернине каласа пачĕç, тăван халăх йăли-йĕркипе çыхăннă ыйтусене туллин тĕрĕс хуравларĕç. Çак каç сцена çинчен çепĕç кĕвĕ-çемĕ юхрĕ те юхрĕ, техĕмлĕ хуплупа шăрттан шăрши зала сарăлса сăмсасене кăтăкларĕ. Пикесем пĕри тепринчен хастартарах, тăрăшуллăрах пулчĕç.

"Çепĕç пике" ята Софья Никитина тивĕçрĕ, Ангелина Пыркина "Чи хỹхĕм пике" иккенне те пĕлтĕмĕр. "Чи пултаруллă пике" - Марианна Яковлева, "Чи сăпайлă пике" - Анастасия Ильина, "Ташша ăста пике" - Анастасия Чипчигина. Жюри "Чи çивĕч пике" те тупса палăртрĕ. Ку вăл - Анна Котова. "Вице-пике" ята Татьяна Матросова тивĕçрĕ пулсан, "Шкул пики-2017" ята Эльза Кузнецова çĕнсе илчĕ. Конкурсантсене хаклă парнесемпе Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

Эльза - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Вăл Шупашкарта иртекен конкурсра Татьяна Матросовăпа район чысне хỹтĕлĕ.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика