27 октября 2017 г.
"Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурлăха 2014-2043 çулсенче тĕпрен юсасси" ятарлă республика программине пурăнмалли условисене кирлĕ шайра тытса пырас тĕллевпе йышăннă.
- Асăннă программăпа килĕшỹллĕн эпир Комсомольскинчи Антонов микрорайонĕнчи 7-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Нумай хваттерлĕ çуртăн çивиттине улăштарма пурĕ 1230408,33 тенкĕ укçа тăкакланчĕ, - терĕ капиталлă юсав тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Акчурин.
2017 çулхи кĕске вăхăтлăх план тăрăх пурнăçламалли ĕçсем чылай-ха: Кабалин микрорайонĕнчи 2-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем ирттермелле. Ку çуртăн та çивиттийĕ кивелнĕ. Комсомольскинчи Антонов микрорайонĕнчи 1-мĕш çуртра канализаци тата шыв юхтарса кăлармалли системăсене юсамалла. Асăннă микрорайонти 14-мĕш çуртра вара электроэнерги приборĕсене улăштармалла. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама 1918862 тенкĕ укçа уйăрнă. Капиталлă юсав ĕçĕсене Канаш хулинчи "СтройТех" тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.
Кил-хуçалăхра та кашни кун пĕрер пăта çапмасан вăл юхăнать. Çавна май капиталлă юсав тата коммуналлă хуçалăх пайĕн ĕçченĕсем 2018 çулхи кĕске вăхăтлăх программăна та йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн Комсомольскинчи Завод урамĕнчи 41 "а" çуртăн çивиттине тата электроэнергипе тивĕçтерекен системăна çĕнетмелле. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пурĕ 2674031,92 тенкĕ кирлĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"