АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак атти тăхăнма хатĕр

27 октября 2017 г.

Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕнче тăрăшакансен халĕ хĕрỹ тапхăр - кĕркуннехи çар призывĕ пырать. Тăван çĕршыва чунтан парăннисем, кăмăлпа çирĕпписем çар ретне тăраççĕ. Кĕрхи призыв вăхăтĕнче районти 34 çамрăк салтак атти тăхăнма хатĕр.

Акă, октябрĕн 24-мĕшĕнче районти 10 яш çар тумĕ тăхăнчĕ те. Ильгиз Дильмухамедов, Сергей Петров, Никита Спиридонов, Федор Павлов, Игорь Петров, Станислав Паймулин, Ростислав Хлебников, Александр Павлов, Николай Кокшин, Дмитрий Абукин пирвайхи призывпа çула тухрĕç.

Вĕсене чи малтанах ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов инструктаж пачĕ:

- Эсир - çĕршыв хỹтĕлевçисем. Сумлă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанатăп. Çирĕп кăмăллă, хастар, пуçаруллă пулăр.

Çавăн пекех военком салтак пурнăçĕпе, паянхи çарти ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ.

Çар ретне тăракансене телейлĕ çул пултăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика