АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: "Шанăçа тỹрре кăларас тĕллевпе пĕтĕмпех тума тăрăшăп".

27 октября 2017 г.

Октябрĕн 24-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев анлă пресс-конференци ирттернĕ. Унта республикăри 33 массăллă информаци хатĕрĕн 73 представителĕ аккредитациленнĕ. 2 сехет те 26 минута тăсăлнă тĕлпулура Михаил Игнатьев 30 яхăн ыйту çине хуравланă.

Чи малтанах Михаил Васильевич республикăн социаллă-экономика пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă. Республикăра халăхăн чăн тупăшĕсен кăçалхи шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 104,5 процент хушăннă. Хаксен ỹсĕмĕ 101 процент ша-йĕнче. Кăçал уйăхри вăтам ĕç укçи 24580 тенкĕпе танлашнă, вăл 9 уйăхра 7,6 процент чухлĕ ỹснĕ.

Регионта пурăнакансене социаллă пулăшупа сахал мар тивĕçтернĕ. Кăçал та республика бюджетĕнче 6,7 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсенчен 883 млн тенки сахал тупăшлă çемьесене субсиди мелĕпе куçĕ, 2 млрд 748 млн тенкĕ ача пур çемьесене парса тивĕçтерме, 1 млрд 733 млн - регион шайĕнче çăмăллăхсемпе усă куракансем валли укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.

Социаллă пулăшу тенĕрен, Чăваш Республикинче ача çуратассин кăтартăвĕсем аван пулнине кура виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи тỹлесси çитес çулран çĕнĕрен вăя кĕрет. 2018 çулхи январь уйăхĕнчен асăннă категорири çемьесем пособи илме пуçлĕç.

Журналистсене, тĕпрен илсен, ял хуçалăхĕ, промышленноç, вĕрентỹ, сывлăх сыхлав сферисемпе, çул-йĕр, транспорт тытăмĕсемпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă.

Ял хуçалăхне пырса тивекен ыйтусене хускатнă май, Михаил Васильевич кăçал çĕр улми хакĕ хресченшĕн аваннине çирĕплетнĕ. Тĕш-тырă пирки вара ĕç-пуç урăхларах. Чи паха сортлă çăнăхăн тонни халь 12,5 пин тенкĕ шайĕнче çеç.

Отрасльте çĕнĕ проектсем пурри савăнтарать. Китай представителĕсем аш-какай, сĕт енĕпе ĕçлесшĕн. Хăмла шăпи вара пăшăрхантарать. Федераци шайĕнче нумай çул ỹсекен культурăсене, çав шутра виноградпа пĕрлех хăмла çитĕнтерессине те аталантармалли йышăну пур, анчах Раççей Правительстви пĕтĕм ыйтăва татса паман-ха.

"Таса шыв" программа пурнăçланайманшăн пăшăрханакан журналиста Михаил Васильевич тулли хурав панă. Федераци шайĕнчи çав программăпа республикăн кăнтăр енчи районĕсене - Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски - ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле пулнă, шел те, ĕçсене вĕçлемен, программа хупăннă.

Çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарас тата çуртсенче капиталлă юсав ирттерес ыйтусем çинче чарăннă май Михаил Васильевич пирвайхи программа çав тери ăнăçлă пурнăçланнине палăртнă. Республикăри 13 пине яхăн çын çĕнĕ хваттерсене куçнă. Программа çакăнпа вĕçленмен, 2019 çулта федераци бюджетĕнчен тата укçа уйăрмалла.

2015 çултанпа нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса çĕнетес программа ăнăçлă пурнăçланать. Унтанпа республикăри 1089 çуртра капиталлă юсав ĕçĕ ирттернĕ.

Çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем республика Пуçлăхне тỹррĕмĕнех пырса тивекен ыйтусемпе те кăсăкланчĕç. РФ Президенчĕ юлашки вăхăтра чылай губернатора улăштарни пирки сăмах пуçарнă май, вăл татăклăн каланă: "Манăн Владимир Путин Президент, республикăра пурăнакансем енчен те шанăç пур. ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнче ĕçлемелли вăхăт пур-ха, шанăçа тỹрре кăларас тĕллевпе пĕтĕмпех тума тăрăшăп. Митингсенче кăшкăрашакансем вара - уйрăм çынсем. Эпĕ вĕсемпе те калаçу сĕтелĕ хушшине ларма хатĕр".

Пресс-конференцие пĕтĕмлетсе Михаил Васильевич пурин те ыранхи куна шанса вăй хумаллине, килĕштерсе ĕçлемеллине, малашне те самана таппипе тан утмаллине, вăйланса малалла аталанмаллине каланă.

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика