27 октября 2017 г.
Пирĕн республикăра çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсене (персональные данные) хỹтĕлемелли эрне иртнине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Ăна ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствипе Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ йĕркеленĕ.
Çак эрне вăхăтĕнче çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă темăпа вĕренỹ учрежденийĕсенче, ытти çĕрте "çавра сĕтелсем", экспертсемпе тĕл пулусем, лекцисемпе семинарсем иртнĕ.
Асăннă акцин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов паллаштарчĕ. Унта Роскомнадзорăн федерацин Атăлçи округĕнчи ертỹçи Наталья Альхимович та хутшăнчĕ. Наталья Анатольевна пĕлтĕр Мускавра çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсен базисен операторĕсем Таса практикăсен кодексне (урăхла ăна интернет сетĕнчи Этика ĕç-хĕлĕн кодексĕ теççĕ) алă пуснине, халĕ вара ку ĕçе регионсем те хутшăннине пĕлтерчĕ. Çак документăн тĕп тĕллевĕ патшалăха, обществăна тата гражданина инфокоммуникаци технологийĕсен аталанăвĕпе çыхăннă хăрушлăхсенчен хỹтĕлесси пулнине пĕлтерчĕ.
Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри тĕрлĕ сферăри компанисемпе организацисем - вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă сфера, банк учрежденийĕсем, общество организацийĕсем тата ыттисем - Таса практикăсен кодексне алă пусрĕç. Çапла майпа хăйсен ĕç-хĕлĕнче граждансен прависене - вĕсем интернетра ĕçленĕ чухне - май килнĕ таран хỹтĕлеме хатĕррине çирĕплетрĕç.
Источник: "Каçал Ен"