АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа-тенкĕ перекетленет

24 октября 2017 г.

Кăçалхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çултанпа Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене панă бюджет кредичĕсене реструктуризацилессине пĕлтерчĕ. Çавна май çак йышăну пирĕн республикан бюджет кредичĕсене пырса тивет-и? Бюджет укçине перекетлеме май килет-и?

В.ВИКТОРОВА.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, бюджет кредичĕсене реструктуризацилес программăна ĕçе кĕртни нумай регионти бюджет парăмĕсене пĕчĕклетме пулăшать. Малтанхи икĕ çулта пушшех те. Мĕншĕн тесессĕн чи пысăк çăмăллăхсене çак вăхăтра кỹреççĕ - парăмăн 5 процентне тỹлемелле.

Раççей Президенчĕн йышăнăвĕ Чăваш Ен хыснине те лайăх енчен çеç усă кỹрĕ. Сăмахран, 2015-2017 çулсенче федераци бюджетĕнчен килнĕ кредитсем - 6723,2 млн тенкĕ реструктуризациленеççĕ. Программăпа килĕшỹллĕн 2018 çулта Чăваш Енĕн 4131,9 млн тенкĕ бюджет кредичĕсене тỹлемелле пулсассăн, 336,2 млн тенкине çеç татмалла, 2018 çулта - 540,5 млн тенкĕшĕн 336,2 млн тенкĕ тỹлемелле. Çапла майпа Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн регион 2018-2019 çулсенче 340 млн тенкĕ перекетлет. Çакă шкулчченхи ачасем валли 3 вĕренỹ учрежденийĕ хута яма çитет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика