АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕнеке - пĕлỹ çăлкуçĕ", -

24 октября 2017 г.

тенĕ Максим Горький çыравçă. Çак каларăша шкул çулне çитмен "Капитошка" ушкăна çỹрекен ачасем те питĕ лайăх ăнланаççĕ. Кĕнекесемпе çывăхрах паллашас тĕллевпе эпир районти тĕп библиотекăна çул тытрăмăр.

Кунта пире вулавăш ĕçченĕсем Елена Прокопьевăпа Ирина Крылова кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Тарават ĕçченсем шăпăрлансемпе ăшшăн калаçрĕç, кĕнеке çурчĕпе тата вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.

Часах ачасемшĕн чи кăсăк самант пуçланчĕ. Ку вăл - Валентин Катаев çырнă "Цветик-семицветик" юмах. Ирина Вячеславовна малтанах юмаха сăмах вĕççĕн вуласа пачĕ, кайран мультфильм кăтартрĕ. Ачасем юмаха шăппăн та тимлĕн итлерĕç. Паллах, ку пулăм библиотекарьсем хăйсене ачасемпе тытма пĕлнинчен те нумай килет.

- Пирĕн те кĕнеке илме юрать-и? - кăсăкланчĕ Артем Иванов.

- Паллах юрать, анчах та аçăр-аннĕрпе пĕрле килсен аванрах пулать, - ăнлантарчĕ шăпăрлана Елена Петровна библиотекарь.

Кĕçĕн çулхисене ача-пăча журналĕсем те кăсăклантарчĕç. Часах вĕсене вулавăш ĕçченĕсем кĕнеке фончĕ пирки каласа пачĕç. Экскурси пурне те килĕшрĕ, çак кун ачасемшĕн нумайлăха асра юлĕ.

В.НИКИФОРОВА,

"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн воспитателĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика