АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чукун çул çывăхĕнче тимлĕ пулăр

24 октября 2017 г.

Çуран çỹретпĕр-и е автомашинăпа - таçта васкатпăр. Унта е кунта хăвăртрах çитес тесе умри тункатана та асăрхамастпăр. Пĕр-пĕр çĕре пырса тăрăнсан çеç "чавса çывăх та çыртма çук" текен каларăша аса илетпĕр. Васкани вилĕм патне илсе çитерсен хурланса макăратпăр, кулянатпăр. Çын инкекĕ чуна витермелле, ăс памалла, асăрханулăх çинчен аса илтермелле. Хальлĕхе ун пек йăлана хăнăхаймастпăр. Чукун çул урлă каçнă чухне çав-çавах тимсĕр, йĕркене пăхăнмастпăр, транспорта ỹсĕрле тытса пыратпăр. Çакна пула чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче тăрсан-тăрсан инкексем сиксе тухаççĕ.

Чукун çул урлă каçмалли вырăн пысăк хăрушлăх кỹрекен вырăн шутланать, çавăнпа та ун урлă каçма тăрсан тимлĕхе çухатмалла мар, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Ятарлă органсем профилактика мероприятийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапах та чукун çул урлă каçмалли вырăнта кашни çулах инкексем пулни пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, чукун çул урлă йĕркене пăхмасăр каçакан водитель айăпĕпе автомашинăри çынсемсĕр пуçне пуйăс çинче ларса пыракансем те инкеке лекме пултараççĕ. Мĕн кăна турттармаççĕ пулĕ чукун çулпа, çав шутра - сиенлĕ, хăрушлăх кăларса тăратакан япаласем те. Пĕр-пĕр тимсĕр водительшĕн вĕсем юхса тухсан, тата хăрушши - сирпĕнсен - çĕр-çĕр çын хур курĕ.

Пирĕн районта чукун çул линийĕсем çук, паллах. Анчах та район çыннисем çывăхри Канаш хулинче те, Шупашкарта та пулкалаççĕ. Çавăнпа та чукун çул çинче мĕнлерех иртсе çỹремелли правилăсене яланах асра тытмаллине манмалла мар.

Чукун çул урлă ятарлă вырăнсенче - тоннельсем, кĕперсем, переходсем урлă - çеç каçма юранине асра тытмалла. Енчен те ятарлă вырăн урлă кайма май çук пулсассăн, сигналсене тимлĕ сăнăр, поезд килменнине курсан çеç каçăр. Çавăнпа пĕрлех светофор хĕрлĕ çутать тата шлагбаум аннă пулсассăн, поезд умĕн куçакан стрелкăсем вырăнĕнче, поезд 400 метртан кая пулсассăн, пĕр еннелле поезд иртсе кайнă хыççăн тепĕр енчен килекен поезд çуккине ĕненмесĕр чукун çул урлă каçма юрамасть. Чукун çул рельсисем тăрăх утса çỹремелле маррине те, паллах, манмалла мар. Станцисенче вара вагонсем айне кĕрсе тепĕр енне каçма юрамасть, инкек сиксе тухма пултарать. Шлагбаум аннă е хăпарнă чухне те ун çывăхне пыма юраманнине манмалла мар. Поезд пынă чухне вагон чỹречисенчен е тамбур алăкĕсенчен пуçа кăларма асăрханмалла, поезд чарăниччен ун патне пыма та, унтан тухма юраманнине те асра тытмалла.

Уйрăмах çулла ача-пăча ирĕкре пушă вăхăтра урамра. Чукун çул çывăхĕнчи ялсенче пурăнакан ачасене вара поездсем иртсе çỹрени те илĕртет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн асăрханулăх çинчен вĕсене кулленех аса илтерсе тăмалла. Чукун çул çывăхĕнче е ун урлă каçнă чухне наушниксем ан тăхăнăр.

Çуран çỹрекене те, автомашина водительне те асăрханулăхпа тимлĕх кирлĕ, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнсан çеç сывă юлма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика