24 октября 2017 г.
Пирĕн районта "Халăх инвентаризацийĕ" акци малалла пырать. Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне усă курман куçман пурлăхăн 28 объектне шута илнĕ. Асăннă перечене лекнĕ 28 объектран 19-шне хуçалăх çаврăнăшне кĕртнĕ. Вĕсенчен 2-шĕ ял тăрăхĕсен муниципаллă харпăрлăхĕнче, 8-шĕ уйрăм пурăнмалли харпăрлăхри çуртсем, еткерлĕх правине илнисем 9-ăн.
Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хуçасăр куçман пурлăха тупса палăртас, вĕсене харпăрлăха куçарас енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ, документсем хатĕрлеççĕ.
Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ районта пурăнакансене куçман пурлăха харпăрлăха куçарассипе тимлĕ пулма, çак ĕçе вăхăтра пурнăçлама ыйтать.
Ял тăрăхĕсенче усă курман, юрăхсăра тухнă, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсем çинчен калакан информацие экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайне е çак адреспа пĕлтермелле: 429140, Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, телефонсем - 8(83539) 5-15-67, 5-14-76.
С.УЛЬДИНА.
Источник: "Каçал Ен"