24 октября 2017 г.
Росстат çирĕплетнĕ тăрăх, 2016 çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикинчи 232,3 пин çыннăн укçа тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах. Правительство йышăнăвĕпе, 2019 çулта Раççей Федерацийĕнче ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ шайăн 100 процентне çитермелле. МРОТа ỹстерни сахал тупăшлă çемьесене паракан социаллă пулăшу виçине витĕм кỹрет-и?
Республикăра кашни çын пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах граждансене ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ мерипе тивĕçтерет. Ачаллă граждансене уйăхсерен пособи параççĕ. Унăн сумми кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмен çемьесенче çитĕнекенсемшĕн асăннă кăтартуран ытларах шутланаканнисемпе танлаштарсан самаях пысăк. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмен тупăшлă çемьесенче 46045 ача çитĕнет (пĕтĕм йышăн 71 проценчĕ). Чăваш Республикин бюджечĕн ача-пăчан уйăхри пособине тỹлеме каякан тăкакĕ кăçалхи виçĕ кварталта 491,4 миллион тенкĕпе е планпа палăртнин 64,7 проценчĕпе танлашнă. Районта кун пек çемьесенче 1778 ача пурăнать. Вĕсене пособи тỹлеме 9147 пин тенкĕ тăкакланă.
Врач йышăнăвĕпе пахалăхлă апатланупа тивĕçтермешкĕн çире пур хĕрарăмсене тата кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене уйăхсерен - 100, çавăн пекех 2 çултан пуçласа 3 çула çитмен ачасене 70 тенкĕпе танлашакан компенсаци тỹлеме палăртнă.
Кăçалхи 9 уйăхран асăннă пулăшăва республикăра пурăнакан 22 хĕрарăм, ĕмĕртекен 778 амăшĕ (районта - 52 хĕрарăм) тата 5 ача (районта 2 ача) тивĕçнĕ. Çав тĕллевпе республика бюджетĕнчен 762 пин тенкĕ тăкакланă.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тỹлевĕн регионти стандарт хакĕсене тĕпе хурса палăртнă тăкаксем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен иртсен вĕсене саплаштармашкăн граждансене субсиди параççĕ.
2017 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тỹлевĕн субсидийĕ валли республика бюджетĕнчен 184,9 миллион тенкĕ е планпа палăртнин 65,3 процентне уйăрнă. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă пулăшăва 18568 çемье, кашни вăтамран 1099 тенкĕлĕх илнĕ. Çав шутран районти 170 çемьене 746 пин тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ.
Йывăрлăха пĕччен çĕнтерме пултарайман граждансене республика бюджечĕн нухрачĕпе пулăшаççĕ. Кун пек чухне унăн виçине лару-тăрăва кура уйрăммăн палăртаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра асăннă ушкăна кĕрекен 94 çемьене 328,5 пин тенкĕ чухлĕ уйăрса панă.
Йывăр шăпаллă ачасен канăвне тата сиплевне йĕркелес тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулнине палăртмалла. 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсене хула тулашĕнчи лагерьсенче кантармашкăн 3200 путевка уйăрнă, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисен никĕсĕ çинче çул çитмен 2650 çамрăк сывлăха çирĕплетнĕ. Çак тĕллевпе пĕтĕмпе 47,9 миллион тенкĕ тăкакланă.
Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей ДМИТРИЕВ:
- Ĕç укçин чи пĕчĕк суммине пысăклатни социаллă пулăшу мерисен виçине витĕм кỹрет. Хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне гражданинăн пурлăх шайне шута илеççĕ. Ăна палăртмашкăн кашни çын пуçне тивекен тупăшăн тата республикăра пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçен шайлашăвне тĕпе хураççĕ.
Источник: "Каçал Ен"