24 октября 2017 г.
Раççейри пĕрремĕш кадет училищи - ку вăл гарнизон шкулĕ. Ăна ХVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пуçласа янă. Унта ăс пухакан ачасене, ытти наукăсемпе пĕрлех, çар ăсталăхне те вĕрентнĕ. Патша саманинче (арçын 25 çул çарта тăнă хыççăн) патшалăх салтака çĕр парса хавхалантарнă, унăн çемйине укçан пулăшнă. Енчен те салтак вăрçăра уйрăм хастарлăх кăтартнă пулсан ăна дворян титулне парса чысланă. Хальхи вăхăтра, паллах, çар тытăмĕнче чылай улшăнусем пулса иртнĕ, апла пулин те çар училищисенчен вĕренсе тухнă çынсем, ытти вĕренỹ учрежденийĕсемпе танлаштарсан, нихăçан та ĕçсĕр тăрса юлмĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем - Тăван çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисем.
Пирĕн республикăри кадет шкулĕ (Атăлçи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Енĕн кадетсен корпусĕ) те Раççейри Нахимов тата Суворов училищисемпе пĕр танах. Раççейре кадетсем çĕнĕрен çĕкленсе кайни тĕрлĕ тапхăрпа çыхăннă. Анчах кирек хăш саманара та кадет корпусĕсем чăн-чăн Раççей гражданинĕсене хатĕрленĕ: спорта явăçтарнă, Тăван çĕршыва юратма, ăна хỹтĕлеме вĕрентнĕ. Вĕсен янăравлă "Пурнăç - Раççее, чыса - никама та!" девизĕ паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.
Кăçал Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 5 "а" класра пĕлỹ пухакансем пуçласа çар тумĕ тăхăнчĕç. Çак кунсенче вара асăннă класс ачисем тупа туса кадетсен йышне кĕчĕç. Çамрăк кадетсене савăнăçлă лару-тăрура саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи çар комиссарĕ Сергей Данилов, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, "Пограничниксен тăванлăхĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн ертỹçи Анатолий Терентьевпа унăн çумĕ Геннадий Филиппов, Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн районти ветеранĕсен ассоциацийĕн ертỹçи Анатолий Архипов, Канаш Епархийĕн 3-мĕш округĕн благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей тата ыттисем те килсе çитрĕç. Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн çар тумне тăхăннă кашни яш тупа сăмахĕсене уйрăммăн каласа присяга тытрĕ. Вĕсем шкул Уставне, кадет чысĕн кодексне пăхăнма, вĕрентекенсемпе командирсем ыйтнине пурнăçа кĕртме, Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулма сăмах пачĕç.
- Эсир, çамрăк кадетсем, патриот туйăмлă хастар яш-кĕрĕм. Çавна май сирĕн ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла: вĕренỹре ĕлкĕрсе пырăр, спорта юратăр, çав вăхăтрах çак ырă туйăма ыттисенче те "вăратма" тăрăшăр. Сирĕн хастарлăхăрпа маттурлăхăра курса ыттисем те ырă енне туртăнччăр. Кадетсем, сире ырă çул сунатăп! - саламларĕ "кĕçĕннисене" ("кадет" сăмах француз чĕлхинчен çапла куçать) район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов. Вăл кадет класне аталанмалăх сертификат парса хавхалантарчĕ.
Курма килнĕ ытти хăнасем те çамрăк кадетсем умĕнче тухса сăмах каларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.
- Кадет класĕнче вĕренекен ачасем яваплăх туйăмĕ пысăккипе, вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынипе, спортпа туслипе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕренỹ тата дисциплина енчен те кунта çирĕп ыйтаççĕ, предметсем тĕлĕшĕнчен пăхас пулсан ытларах çарпа спорт еннерех туртăнатпăр, - терĕ 5 "а" класс ертỹçи Альбина Мухина.
Çапла кашни ир шкул ачисем - 13 хĕрачапа 15 арçын ача - илемлĕ кадет тумĕсене тăхăнаççĕ те пĕлỹ илме васкаççĕ. Вĕренỹ программи вара, чăн та, питĕ тарăн та кăсăк. Кадетсем кулленхи шкул программине вĕренеççĕ, унсăр пуçне хушма пĕлỹ паракан системăри дисциплинăсене - çар службин тĕп пайĕсене, медицина тата пуçламăш çар хатĕрленĕвне, спорт кĕрешĕвне, алран-алла тытса тытăçассине, пеме вĕренессине, ишессине, юриспруденцие - алла илеççĕ. Çак классенче ăс пухакансенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарасшăн.
- Хамăр ывăлăмăр шăпине яланах çар пурнăçĕпе çыхăнтарасшăнччĕ. Çавна май эпир ăна 5-мĕш класа тĕп хулари кадет шкулне вĕренме яма ĕмĕтленеттĕмĕр. Пирĕн телее, тăван тăрăхрах, Комсомольскинчех кадет класне хута ячĕç. Маншăн кадет класĕ - вăл ырă парне! - савăнăçне пытармарĕ Любовь Андреева. Мăнукĕ, Вавил Андреев, хăйне çар тумĕпе кăна курать. Софья Алексеева вĕренекен те ачаранах чăн-чăн патриот, çĕршывшăн усăллă çын пуласшăн.
Çирĕп кăмăллă та харсăр çынсем пурнăçра нихăçан та çухалса каймаççĕ.
Кадет шкулĕнчен вĕренсе тухакансем те пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупаççех. Ăнăçу вĕсене!
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"