АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пултаруллă çемьерен

24 октября 2017 г.

Кăçал республикăра - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавна май çывăх çынсен ячĕпе районта сахал мар мероприяти йĕркелеççĕ. Акă, октябрĕн 19-мĕшĕнче çеç районти культура çуртĕнче республикăри пултаруллă çемьесен "Пурте туслă çемьерен!" фестивалĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Уява пухăннисене чи малтанах район администрацийĕн информаци, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Долгова, культура çурчĕн директорĕ Мария Илларионова саламларĕç, фестивальте ăнăçу сунчĕç.

"Пурте туслă çемьерен!" фестивале районта пурăнакан пултаруллă та маттур çемьесем килсе çитрĕç. Александровка ял тăрăхĕнче пурăнакан Ванюркинсем, Тарасовсем, Кокшинсем (Комсомольски), Карповсемпе Беловсем (Асанкасси ял тăрăхĕ), Элпуç ял тăрăхĕнчи Павловсем, Кузьминсем (Шурут), Чĕчкен ял поселенийĕнчи Просвирновсен-Лукияновсен-Моторинсен-Курицынсен çемйисем юрă-ташăра маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Çемье пуçĕсем те, ачи-пăчисем те, мăнукĕсем те пултаруллă. Юрласси-ташласси, музыка инструменчĕсемпе вылясси ăруран-ăрăва куçса пырать. Çакă вара чи пахи.

Пултаруллисене палăртма çăмăл пулмарĕ. Жюри членĕсем Чĕчкен тата Шурут ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ çемьесем чи маттуррисем тесе палăртрĕç. Вĕсем район чысне Патăрьелĕнче иртнĕ "Пурте туслă çемьерен!" фестивальте хỹтĕленĕ.

Районти çемьесен пултарулăхĕ иксĕлми пултăр.

В.КУРИЦЫНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика