АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахăр кăшманĕ кăлараççĕ

24 октября 2017 г.

Районта уй-хир ĕçĕсем майĕпен вĕçленсе пыраççĕ. Чылай хуçалăхра çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртнĕ. Тыр-пулпа çĕрулми тахçанах ĕнтĕ пỹлмесене вырнаçнă. Хальхи вăхăтра "Дружба" ЯХПК тата "Сюрбеево" ООО уйĕсенче хĕрỹ тапхăр пырать. Кунти ĕçченсем хĕрсех сахăр кăшманĕ пуçтараççĕ.

- Асăннă культурăна кăçал 230 гектар çитĕнтертĕмĕр. Хальлĕхе 81 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Ку вăл палăртнин 35 проценчĕпе танлашать. Пурĕ 1620 тонна пуçтарса илме пултартăмăр. Хальлĕхе кашни гектартан вăтамран 200-250 центнер пухса кĕртнĕ. Хатĕр тымарçимĕçе хуçалăх Тутарстан Республикинчи Пăвари сахăр заводне ăсатать, - вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ хуçалăх агрономĕ Андрей Яковлев. - Ĕçĕ, паллах, чăрмавлă, анчах та эпир йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма хăнăхман.

"Дружба" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем - чăннипех те хастар ĕçченсем. Вĕсем районта вырмана та чи малтан вĕçленĕ. Ку çеç-и?! Ĕçченсем тыр-пул пуçтаракан комбайнсемпе районти хăш-пĕр тата юнашар тăрăхри хуçалăхсене те чылай пулăшнă. Халĕ сахăр кăшман уйĕнче "Роппо" комбайн ĕçлет. Вăл талăкра 20-25 гектар çинче ĕçе пурнăçлама пултарать. Тара тытнă водительсем вара хатĕр пылак тымарçимĕçе Пăва хулине турттараççĕ. Айрат Сейфутдинов механизатор чĕкĕнтĕр тиекен агрегата пăхса тăрать. Тăрăшуллă ĕçченсен ĕç-хĕлĕпе эпир питĕ кăмăллă, - терĕ хуçалăх агрономĕ сывпуллашнă май.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика