20 октября 2017 г.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ паян нумай функциллĕ наукăпа вĕренỹ центрĕ шутланать. Вăл Раççейри аслă вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче чи лайăххисен шутĕнче. Ытахальтен мар ĕнтĕ 2010 çулта январĕн 25-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.В.Путин университетра пулнă чухне аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденине пысăк хак панăччĕ: "Сирĕн университет тухăçлă, пысăк шайлă специалистсем хатĕрлессипе ĕçлекен курăмлă аслă вĕренỹ учрежденийĕсен шутне кĕрет", - тенĕ. Паян вара çулсем иртсен хăйĕн ят-сумне яланхиллех çỹлти шайра сыхласа хăварма пултарнă-и? Çитĕнĕвĕсем курăмлă-и? Университетăн историне, аталанăвне, паянхи ĕç-хĕлне унăн ректорĕпе Андрей Юрьевич Александровпа тишкеретпĕр.
Шăп та шай 50 çул каялла Мускаври энергетика институчĕн Волжскри филиалĕн тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ те Чăваш патшалăх университечĕ.
- 1967 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче кăларнă РСФСРăн ятарлă аслă тата вăтам пĕлỹ парассипе ĕçлекен министерствăн хушăвне тĕпе хурса университетăн тытăмне çирĕплетнĕ. Аслă вĕренỹ учрежденийĕн ĕç-хĕлне ректор тата тĕп аппарат йĕркелесе пырассине палăртнă. Çичĕ факультет ĕçлеме пуçланă. Историпе филологи, медицина, промышленноçа электрификацилесси, электротехника, химипе экономика тата техника енĕпе ĕçлекен факультетсем абитуриентсене йышăннă та. 39 кафедра шутланнă. 120 лабораторипе кабинетсенче, темиçе вĕренỹ мастерскойĕнче, пультпа ĕçлемелли пысăк вольтлă залра, анатоми театрĕнче, этнографи музейĕнче, библиотекăпа типографире, наукăпа тĕпчев центрĕнче, наукăпа студентсен пĕрлĕхĕнче, çав тери нумай тиражпа тухса тăракан хаçат редакцийĕнче тата культура учрежденийĕсенче студентсем хăйсен ăс-хакăлне ỹстернĕ, пултарулăхне туптанă. Пурлăх бази пуян пулни кунта пĕлỹ илекенсене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем панă та. 1967 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет тесе палăртнă, - аслă вĕренỹ учрежденийĕн историйĕпе паллаштарать И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Юрьевич Александров.
Аслă вĕренỹ учрежденийĕ тин çеç хăйĕн ĕçне пуçласан 7 факультетра 5,1 пин студент пĕр харăсах пĕлỹ илнĕ. Вĕсен ăс-тăн çивĕчлĕхне ỹстерес, чăн-чăн профессионалсем хатĕрлес ĕçре наукăн 6 докторĕпе 54 кандидат ĕçленĕ. Универси- тетри преподавательсен коллективĕ çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчи наука шкулĕсен представителĕсенчен йĕркеленнĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне йĕркелесе ярас ĕçре республикăри паллă политика деятелĕсемпе ученăйсен тỹпи те пысăк пулнине асăнмасăр иртме çук. Уйрăмах ку енĕпе С.М.Ислюков, И.П. Прокопьев, Н.А.Вороновский, Н.Е.Егоров, К.Ф.Ефремов, М.В.Зайцев, Г.П.Ковалев, П.А.Чичикин, С.Ф.Сайкин, С.А.Абруков, А.К.Аракелян, В.В.Амосова, М.Я. Сироткин, Г.Н.Ахмеев, А.В. Бурашников, Н.Д.Козлов, А.И.Коротков, М.М.Михайлов, Г.Н.Николаев, С.В.Покровский тата ыттисем те сахал мар ĕçленĕ.
- Аслă вĕренỹ учрежденийĕ С.Ф.Сайкин, П.А.Сидоров, Л.П.Кураков, В.Г.Агаков профессорсем ректор пулнă тапхăрсенче уйрăмах вăйлă аталаннине палăртмалла. Çур ĕмĕр хушшинче университет ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуян студентсемшĕн хăйне евĕрлĕ старт илмелли лапам вырăнĕнче пулса тăчĕ. Кунта пĕлỹ илнĕ специа-листсем вара çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, тĕрлĕ отрасльте палăраççĕ. 50 çул хушшинче университет пысăк предприятисемпе организацисем валли 113 пин специалист вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсенчен 38867-шĕ - инженери енĕпе. Çапла майпа Чăваш Республикин тата Атăлçи регионĕсен экономика, ăс-хакăл, культура аталанăвĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тỹпи калама çук пысăк. Пирĕн патран вĕренсе тухнă студентсем çĕршывра малта пыракан предприятисен кадрсем тĕлĕшпе çирĕп никĕсĕ. Сăмахран, паян вĕсем "Химпром", "Трактор завочĕсем" концернра, "ЭЛАРА" наукăпа производство комплексĕнче, "ЭКРА", "Бреслер" наукăпа производство предприятийĕсенче, "Сеспель", "Вăрнарти хутăш препаратсем хатĕрлекен завод" хупă акционерлă обществăсенче тата ытти чылай çĕрте тăрăшаççĕ, - палăртать Андрей Юрьевич.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ экономика секторĕн приоритетлă енĕсем валли кадрсем хатĕрлессипе ĕçлекен нумай профильлĕ аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕ те. Паян университетра 16 факультет шутланать. Вĕсенче 18000 ытла студент ăс-тăн çивĕчлĕхне ỹстерет. Факультетсенче Ази, Африка, Латин Америкинчи, Европа тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи 45 çĕршыври 1200 граждан вĕренет.
Çавăн пекех ЧПУ кадрсем хатĕрлессине те тĕпе хурать. Ку тĕлĕшпе кунта 30 ытла специальноçпа пĕлỹ илме пулать. Бакалавриатăн 47 программипе, специалитетăн 10 программипе, магистратурăн 28 программипе тата аспирантурăн 50 специальноçĕпе, докторантурăн 16 специальноçĕпе, ординатурăн 19 специальноçĕпе, интернатурăн 8 специальноçĕпе кадрсем хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ наукăпа технологи аталанăвĕн 141 приоритетлă çул-йĕрĕнчен ЧПУ 39-шĕпе кадрсем хатĕрлессипе ĕçлет.
- Хăйĕн 50 çулхи сумлă юбилейне паллă тăвакан аслă вĕренỹ учрежденийĕнче паян 1000 ытла преподаватель тăрăшать. Вĕсен шутĕнче наукăн 127 докторĕпе 526 кандидат вăй хурать. Тепĕр майлă каласан, республикăри наука докторĕсемпе наука кандидачĕсен çурри ытла Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет. Кунта сту-дентсене тивĕçлĕ пĕлỹ илме пурлăх бази пуян пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна тĕрлĕ отрасльте усă курмалли наукăпа тĕпчевĕн 22 лабораторийĕ ĕçленине па- лăртмалла. Диссертацисене хỹтĕлемелли 4 канаш йĕркеленĕ, аспирантурăпа докторантура та пур. 99 кафедрăра наукăпа тĕпчев ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. 2016-2017 çулсенче ЧПУн химипе фармацевтика тата экономика факульте-ĕсем Чăваш Енри мĕнпур аслă вĕренỹ учрежденийĕсем хушшинче пĕтĕм тĕнчери профессипе общество аккредитацийĕ витĕр пĕрремĕш тухрĕç, - калаçăва тăснă май кунти ĕç-хĕлпе паллаштарать ректор.
Çаксем вара ытахальтен хăпартланса каланă сăмахсем мар. Çакна кăçал университетра пурнăçа кĕрекен вĕренĕвĕн 13 программи "Инновацилле Раççейĕн чи лайăх вĕренỹ программисем" федераци справочникне кĕни те çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Раççей юрисчĕсен Ассоциацийĕнче обществăлла аккредитаци витĕр ăнăçлă тухнă аслă пĕлỹ паракан 100 учреждени шутне те кĕрет. 2017 çулхи май уйăхĕнче органикăлла тата фармацевтика химийĕн кафедрин доценчĕ, наука ертỹçи О.В.Ершова ертсе пынипе хатĕрленĕ "Синтез, модификация и оптические свойства новых донорно-акцепторных хромофоров пиридинового ряда, содержащих акцепторный бутадиентрикарбонитрильный фрагмент" проект Раççей наука фончĕн конкурсĕнче çĕнтернĕ. Асăннă проекта 2017-2019 çулсенче пурнăçа кĕртме 18 миллион тенкĕ грант панă. Раççей шайĕнчи çитĕнỹ вара ку çеç мар-ха. Чăваш патшалăх университечĕ аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен никĕсĕ çинче инжинирингла Центрсене йĕркелесе аталантарассипе Пĕтĕм Раççейри конкурсра та çĕнтернĕ. Асăннă проекта 2016-2017 çулсенче пурнăçа кĕртме 100 миллион тенкĕ уйăрнă.
- Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче стоматологи, фармаци, сиплев ĕçĕпе тата педиатри енĕпе студентсене ĕç вăрттăнлăхне алла илме пулăшас тĕллевпе ятарлă вĕренỹпе аккредитаци Центрне уçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулас медицина ĕçченĕсемшĕн. "ЭЛАРА" производство пĕрлешĕвĕпе пĕрле вĕçев аппарачĕсен управленийĕн электрон хатĕрĕсен лабораторине те йĕркеленĕ. 2017 çулта университет пĕрремĕш хут "ЧПО имени В.И.Чапаева" акционерлă обществăпа нефтьпе газ кăларакан промышленность валли пысăк технологиллĕ элементсем хатĕрлессипе проекта пурнăçа кĕртме субсиди илмелли конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. 99 миллион тенкĕлĕх субсиди çĕнсе илчĕ, - юлашки тапхăрта Чăваш патшалăх университечĕ тунă çитĕнỹсемпе паллаштарать Андрей Александров ректор.
Кунта ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен чăннипех те çирĕп тата пултаруллă çамрăксем вĕреннине тепĕр самант та çирĕплетет. 2017-2018 çулта 16 студент РФ Президенчĕн тата Правительствин стипендийĕсен лауреачĕсем пулса тăнă. 2017 çулхи Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин мониторингĕн кăтартăвĕсемпе ЧПУ 6-мĕш хут чи тухăçлă ĕçлекен аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕ ята тивĕçнĕ.
Специалистсене хатĕрлеме университет никĕсĕ çине паян 20 вĕренỹ корпусĕ, 900 вырăнлă Культура керменĕ, 5000 тăваткал метр лаптăклă вĕренỹпе спорт комплексĕ, 9 общежити, 100 вырăнлă санаторипе профилактори шутланать. 2016 çулта 7-мĕш общежитире, 2017 çулта çулла "В" тата "П" вĕренỹ корпусĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, искуствăлла çипе мини-футболла вылямалли пĕрремĕш лапам тунă.
Источник: "Каçал Ен"