20 октября 2017 г.
Çул асăрхануллă пулнине юратать. Апла пулин те хамăрăн е водитель тимсĕрлĕхĕсене пула çав-çавах сахал мар çын шар курать. Хăшĕсем ĕмĕрлĕхе сусăрланса юлаççĕ, иккĕмĕшĕсем çут тĕнчепе сывпуллашаççĕ. Айăплисем кăна шар курсан юрĕччĕ-ха, чылай чухне ним айăпсăр çын куççульленет-çке. Ку вара - чи кỹренмелли.
Çавна май РФ Патшалăх Думи хăйĕн виççĕмĕш вулавĕнче ятарлă вырăнта çул урлă çуран тата велосипедпа каçакансене çул паман водительсем енĕпе яваплăха татах та ỹстерес тĕллевпе ятарлă саккун проектне йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн, водительсен малашне административлă майпа саккуна пăснăшăн кĕсьерен 2,5 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ. Чиновниксем асăннă хушу водительсене татах та асăрхануллă пулма хистĕ теççĕ.
Н.РАЙКОВ.
Источник: "Каçал Ен"