20 октября 2017 г.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче криминалист-следовательсен службине туса хунăранпа 63 çул çитрĕ. Вĕсен ĕçĕ историе 1954 çултанпа çырăннă. Ун чухне прокуратура органне шăпах çак должноçа кĕртнĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра республикăра çынна вĕлернĕ 64 тĕслĕхе шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вăл 58па танлашнă. Преступленисен 97,5 процентне уçса панă. Кашнийĕшĕ мĕне пула çак çул çине тăнине палăртнă. 41-шĕ усал ĕçе ятарласа тунă. Пĕлтĕрхи 9 уйăхра вара 36 тĕслĕх пулнă.
Йывăр преступленисене уçса палăртма ку чухнехи криминалистика мелĕсем те май параççĕ. Наука анлăн аталанса пынă май экспертизăсем (генетика тата шăршă) тата ыттисем те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Пысăк технологиллĕ криминалистика хатĕрĕсем çын куçне курăнман йĕрсене шута илеççĕ. Караслă телефон çинчи информацисене вулама май паракан хатĕрсем пурри те пĕлтерĕшлĕ.
Ĕçре усă курмалли ытти криминалистика оборудованийĕсем те пур. Полиграф та нумай пулăшать. Çавна май айăплисене палăртнă вăхăтра саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттарма пулать.
Юлашкинчен республикăри следстви управленине тивĕçтернĕ тепĕр прибор пирки каласа хăвармалла. Вăл - квадрокоптер. Унпа вара граждансем тĕлсĕр çухалнă тĕслĕхсенче, аварисемпе катастрофăсем вырăнĕнче усă курма пулать.
Т.ПРЫГУНОВА,
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователь пулăшуçи, юстици лейтенанчĕ.
Источник: "Каçал Ен"