20 октября 2017 г.
Октябрĕн 12-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ 2017 çулхи тăхăр уйăхри ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Канашлăва ЧР ШĔМĕн личнăй составĕпе ĕçлекен Управлени начальникĕ Дмитрий Андреев, район прокурорĕ Владимир Николаев, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Александр Осиповпа Николай Миллин хутшăнчĕç.
Пухăннисене малтанах РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин 2017 çулхи тăхăр уйăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
- Граждансене лăпкăлăхпа тивĕçтересси тата преступленисемпе кĕрешесси - полици ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ. Палăртмалла, умри ыйтусене эпир туллин тата вăхăтра пурнăçлама пултартăмăр. Ку вара - чи пахи, - терĕ вăл.
Çапла, йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен ĕçĕ пачах та çăмăл мар. Пăтăрмах сиксе тухсан та вĕсенех васкамалла, ют пурлăха вăрланă е такама хĕненĕ... Полици ĕçченĕсем туса ирттерекен тĕрлĕрен мероприятисенчен усси пурах: пирĕн тăрăхри криминогенлă лару-тăру лайăхланнă. Сăмахран, кăçалхи тăхăр уйăхра район территорийĕнче пурĕ 110 преступление регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарас пулсан, вĕсен шучĕ 9,8 процент таран чакнă. Çакна та каласа хăвармалла: Комсомольски ял тăрăхĕнче преступлени ытларах тунă (49), Хирти Сĕнтĕрте - 9, Тукай ял тăрăхĕнче - 10. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 92,1 процентпа танлашнă. Çын сывлăхне пĕлсе сиен кỹрсе, хĕнесе, мăшкăлласа, автотранспорт вăрласа кайса, çын пурлăхне хапсăнса тата обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене уçса параслăх 100 процентпа танлашнă.
РФ ШĔМ муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ район территорийĕнче террор сĕмĕллĕ, конституци никĕсне хирĕç, этика, раса тата тĕн енĕпе çыхăннă преступленисене вырăнта аталанма парас мар тесе те тĕрлĕрен оперативлă шырав ĕçĕсем ирттерет. Çавна май полици ĕçченĕсем район территорийĕнче экстремизм характерлĕ материал саракан пĕр çынна тупса палăртнă. Унăн, паллах, административлă йĕркене пăснăшăн явап тытма тивнĕ.
Саккунсăр сутса илнĕ хĕç-пăшалпа вĕсен хатĕрĕсене, сирпĕтекен япаласене тупса палăртас тĕлĕшпе те уйрăм оперативлă профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Наркотиклă хатĕрсене саккунсăр майпа çаврăнăша кĕртнипе çыхăннă 2 преступление уçăмлатнă. Унсăр пуçне тухтăр хушмасăр наркотиклă препаратсемпе усă куракан 4 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ кăçалхи тăхăр уйăхра пурĕ 3393 административлă преступление шута илнĕ, вĕсенчен: 99-шĕ - ашкăну, 7 - вăрлани, экономика сферинче - 7, çул-йĕр çинче - 2230. Килте спиртлă шĕвек хатĕрлесе сутакансенчен 564 литр шĕвек туртса илнĕ. Икĕ тĕслĕхпе сăмакун сутнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.
Районта халăх дружини ĕçлени те пысăк витĕм кỹрет. Вăл тăнăçлăха сыхлама пулăшать. Вĕсем тăрăшнипе пурĕ административлă 11 преступление уçса панă. Обществăлла йĕркене кирлĕ пек пăхса тăрасси полици ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри шутланать. Вăхăтра йышăннă профилактика мерисем обществăлла вырăнсенче тунă преступленисен шутне чакарма пулăшни пирки те асăнса хăвармаллах.
Çул-йĕр тимлĕхе юратни çинчен аса илтерсех тăратпăр пулин те автоçулсем çинче хăйсене çăмăлттайла тытакансем çав-çавах чылайăн. Кăçалхи 9 уйăхра çул çинче 20 инкек пулнине регистрациленĕ, вĕсенче 3 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Унсăр пуçне руль умне ỹсĕрле ларнă 72 çынна тата çул-йĕр правилине пăхăнман 12 водителе тытса чарнă. Вĕсен пурин те РФ Уголовлă Кодексĕн 264.1 статйипе килĕшỹллĕн административлă майпа явап тытма тивнĕ.
Çул çитмен çамрăксем кăçал 3 преступлени тунă. Ачасем тĕлĕшпе - 44, ашшĕ-амăшĕ çине административлă 19 протокол çырнă. Хальхи вăхăтра çул çитмен 19 çамрăк учетра тăрать.
Канашлăва хутшăннисем ытти нумай çивĕч ыйтăва пăхса тухрĕç, халăх хушшинче ăнлантару тата профилактика ĕçĕсем пурнăçлассипе çине тăрса ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç.
Г.ЗАЙЦЕВА,
штаб начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"