17 октября 2017 г.
Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочири "Большой" пăр керменĕнче çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX фестивалĕ уçăлчĕ. Унта 180 çĕршыври 20 пин ытла çын хутшăнать.
РФ Президенчĕ Владимир Путин, Пĕтĕм тĕнчери демократиллĕ çамрăксен федерацийĕн Президенчĕ Николас Пападимитриу фестиваль уçăлнă ятпа çамрăксене саламланă, ăнăçу суннă.
- Аталанăр! Хăвăр малашлăха тăвăр! Çак тĕнчене çĕнетме, ăна лайăхлатма тăрăшăр! Пĕтĕмпех сирĕн алăра. Чи пĕлтерĕшли - малалла ăнтăлни! Фестивальти тус-юлташсем вара ырă ĕмĕтсене, шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшаççех, - тенĕ Владимир Путин.
Кăçалхи фестиваль "Эпир миршĕн, тăнăçлăхшăн, социаллă тĕрĕслĕхшĕн! Иртнĕ вăхăта асра тытса, паянхи малашлăха тинкерсе эпир империализма хирĕç тăратпăр!" ятпа ирет.
Фестиваль уçăлнă ятпа хатĕрленĕ пысăк церемоние темăсене - "Экологи", "Раççей", "Энерги", "Чухăнлăх", "Наука", "Инфо-бум" - халалланă. Çавăн пекех тĕрлĕ çĕршыври маттур, харсăр çынсемпе те паллашма май пулни куракансен кăмăлне кайнă. Тĕслĕхрен, Раççей çынни Роман Гек 2 çул хушшинче Непалта шкул тунă. Раççей ученăйĕ Артем Оганов наукăпа паллаштарнă. Афроз Шах индиец вара 86 эрнере Мумбаи пляж çывăхĕнче 5,4 пин тонна çỹп-çап пуçтарнă.
Куракансене "One republic" ушкăн пысăк концертпа савăнтарнă.
Фестивальте Чăваш Ен чысне 18-35 çулсенчи 125 çамрăк хỹтĕлет. Çавăн пекех мероприятисене йĕркелесе пыма республикăри 60 волонтера явăçтарнă. Вĕсен йышĕнче - тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ илекен студентсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, конкурссемпе олимпиадăсенче палăрнисем, врачсем, вĕрентекенсем, çамрăк ученăйсем тата ыттисем.
"Пур сферăпа отрасль çамрăкĕсене пухрăмăр. Шупашкарти кашни вĕренỹ учрежденийĕпе предприятие çитсе килтĕмĕр, çамрăксене фестиваль çинчен каласа кăтартрăмăр. Чи маттуррисем хушшинче чи лайăххисене суйларăмăр. Вĕсем пĕр эрне ятарлă курссенче вĕренчĕç", - пĕлтернĕ Чăваш Ен делегацийĕн ертỹçи, ЧР Вĕренỹ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина.
Октябрĕн 22-мĕшĕччен тăсăлакан фестиваль программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. Çак вăхăтра çавра сĕтелсем, дискусси лапамĕсем, тĕлпулусем иртеççĕ. Дискусси, культура, спорт, регион, наукăпа вĕренỹ çул-йĕрĕсен программисем тĕрлĕ мероприятисем пуян. Сăмахран, фестивале хутшăнакансене тĕрлĕ çĕршывсемпе паллашма та майсем туса панă. Раççей, Африка, Америка, Çывăх Хĕвел Тухăç, Азипе Океани, Европа кунĕсем иртеççĕ. Фестиваль вăхăтĕнче пирĕн çĕршыври регионсен пурнăçĕпе паллаштаракан ятарлă куравсем ĕçлеççĕ. Унта Чăваш Республикин экспозицийĕ те пур.
Çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери I фестиваль пуçласа 1947 çулта Прага хулинче иртнĕ. Кăçалхи фестивальте:
450 дискусси программи иртет;
70 ытла лапам ĕçлет;
67 çĕршыври 5 пин волонтер мероприятие хутшăнать. Вĕсенчен чи аслă волонтер - 85 çулта.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"