АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕ иксĕлми

13 октября 2017 г.

"Пуçаруллă, маттур, пултаруллă, хастар, ĕçчен", - теççĕ Минадора Гаврилова пирки Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Вĕсем çеç мар, район çыннисем те вăл маттур пулнине лайăх пĕлеççĕ. Уйрăмах - культура ĕçченĕсем тата юрра-ташша кăмăллакансем. Минадора Валентиновна юрлать, ташлать, хуткупăс калать. Çав вăхăтрах вара сăвă çырма та вăхăт тупать иккен.

- Сăвă шăрçаласси чун киленĕçĕ темелле-ши? Ĕçленĕ, каннă, пĕччен вăхăтра пуçа тем тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет. Çак вăхăтра сăвă йĕркисем те шăрçаланаççĕ. Пуçласа вара сăвă йĕркисем Чăваш наци радиовĕ 5 çул тултарнă тĕле çырăнчĕç. Ун хыççăн сăвă хыççăн сăвă "çуралчĕ", - каласа пачĕ пултаруллă хĕрарăм.

Кăçал вара автор илемлĕ сăвăсемпе Чăваш Наци библиотеки профессионал мар сăвăçсем хушшинче йĕркеленĕ "Сăвăçсем пирĕн хушăрах" конкурсра палăрнă. Унта хутшăнма Минадора Валентиновнăна Элпуç ял вулавăшĕн библиотекарĕ Наталья Павлова хавхалантарнă. Иртнĕ кунсенче вара конкурсра палăрнă сăвăçсен "О самых родных, о самых любимых" сăввисен пуххине презентациленĕ. Минадора Гаврилован икĕ сăвви - "Санăн ятупа", "Вăй-хăват эс паран" - кĕнекере кун çути курнă. Сăвăсен пуххине 100 экземплярпа пичетленĕ. Авторсемшĕн вара ку калама çук пысăк парне.

Минадора Валентиновна шăрçалакан сăвă йĕркисем - ытларах çемье темипе çырнăскерсем.

- Сăввисем чуна пырса тивеççĕ, тарăн шухăша яраççĕ, - терĕ йĕркесене ăшшăн вуласа Наталья Павлова библиотекарь.

Минадора Валентиновна - 45 çул культура тытăмĕнче тăрăшнă хисеплĕ ĕçчен. Хирти Выçли ялĕнче çуралса ỹснĕскерĕн ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те кунта иртнĕ. Маттур хĕрарăм ĕмĕрне вырăнти культура çуртĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Паянхи кун та вăл сцена çине тухма ỹркенмест. Юрлама, ташлама ăстаскер, культура мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Кирлех пулсассăн алла хуткупăс тытать те, тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ калать. Çĕрпỹри çутĕç училищинче пĕлỹ пухнă май хуткупăспа çăмăллăнах калама вĕреннĕ. Халĕ вара Минадора Валентиновнăсăр Элпуç ял тăрăхĕнче пĕр мероприяти те иртмест. "Хуткупăсна тăсса яр-ха, Минадора", - теççĕ ăна кашни уяврах.

- Мĕн чухлĕ юрă пĕлет пулĕ вăл. Чăваш, вырăс, тутар юррисене епле илемлĕ шăрантарать, - сăмах хушрĕ библиотекарь.

Пирĕн хушăра çавăн пек хастар çынсем пурри пурнăçа илем кỹрет. Вĕсен пултарулăхĕ вара иксĕлми пултăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика