АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă çынсен ячĕпе

13 октября 2017 г.

Октябрĕн 10-мĕшĕнче районти искусство шкулĕнче "Тăван сăпка - чун кĕвви" музыка каçĕ иртрĕ. Ăна Федор Павловпа Степан Максимов çуралнăранпа 125 çул, Василий Воробьев çуралнăранпа 130 çул тултарнине халалларăмăр.

Чи малтанах уяв каçне пухăннисене искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов саламларĕ. Вăл паллă чăваш композиторĕсем культурăра тарăн йĕр хăварнине палăртрĕ.

Уявра Галинăпа Валерий Ванюркинсем, Асанкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи хĕр-арăмсен ансамблĕ, Людмила Нямукова, Сергей Просвирнов, Виктор Кокшин илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. "Тевет" ача-пăча фольклор ансамблĕн ертỹçи Татьяна Макарова чăваш композиторĕсен кун-çулĕпе туллин паллаштарчĕ, "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕн ертỹçи Альбина Кокшина композиторсем хăйсем тĕллĕн вĕреннине, халăх юрри-кĕввине килрен-киле пуçтарса, çырса çỹренине каласа хăварчĕ. Тин çеç искусство тĕнчин алăкне пуçласа уçнă ачасемшĕн çакă интереслĕ пулчĕ.

Искусство шкулĕнче халăх юрри-ташшипе ачасене çывăхрах паллаштарасси, ăна аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май тăтăшах тĕрлĕ мероприяти те йĕркелеççĕ. Акă, октябрĕн 25-мĕшĕнче Урмаел культура çуртĕнче регионсем хушшинчи "Выля, хуткупăс!" фестиваль-конкурс ирттерме палăртнă. Пирĕн тăрăхра хуткупăспа вылякан сахал мар. Ачасем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ, инструментпа калама вĕренеççĕ.

Н.КОВШОВА,

музыка учителĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика