13 октября 2017 г.
Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче çулланнисен тата ветерансен "Çирĕп пирĕн çунатсем!" республикăри фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.
Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне "Вокал", "Фольклор пултарулăхĕ", "Театр жанрĕ", "Инструмент музыки", "Хореографи", "Илемлĕ сăмах" номинацисемпе хакларĕç. Республикăри фестиваль вăхăтĕнче сцена çине тухма тивĕçлисене унчченхи турсенче палăртнă. Пултарулăх ăмăртăвне аслисен интересĕсене кура пĕрлештерес, общество пурнăçне хутшăнтарас тĕллевпе çеç мар, çемье хаклăхне çынсем хушшинче сарассишĕн те, ачасемпе çамрăксене ăс-хакăл енчен аталанма пулăшассишĕн те ирттереççĕ. Асăннă конкурсран районти пултарулăх коллективĕсем те айккинче юлмарĕç. "Каçал", "Шурăмпуç" халăх фольклор, "Кубняночка", "Мишар" халăх вокал ансамблĕсем, В.Х.Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ, "Палан" фольклор коллективĕ, сăвă вулакансем хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. Çавăн пекех куракансем районти маттур ăстасен алă ĕçĕсемпе савăнсах паллашрĕç.
Конкурса хутшăнма тивĕç пулни хăех пысăк çитĕнỹ. Унта çĕнтерни вара татах та хавхаланарах ĕçлеме вăй парать. Сăмахран, "Фольклор пултарулăхĕ" номинацире "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ. "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамблĕ - 2-мĕш степеньлĕ Диплом хуçи. В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ "Театр жанрĕ" номинацире 3-мĕш степеньлĕ Дипломлă пулчĕ.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"