АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатпа туслă пулăр

13 октября 2017 г.

Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕн тапхăрĕнче районти почтальонсем уйрăмах ырми-канми ĕçлеççĕ. Çак тапхăрта ял çыннисене йỹнĕрех хакпа хаçат-журнал çырăнтарас тесе вĕсем кашни киле çитме тăрăшаççĕ. Çак вăхăтра эпир те, "Каçал ен" хаçат ĕçченĕсем, хаçат тусĕсемпе, почтальонсемпе тĕл пулма васкатпăр.

Акă, нумаях пулмасть "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина Шурутри почта уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ĕç-хĕлĕпе, 2018 çулхи пĕрремĕш çурçула çырăнтармалли тапхăр мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. - Вунăкунлăх тапхăрĕнче район хаçатне самаях йỹнĕпе çырăнма май пур. Хакĕ 464 тенкĕ те 94 пуспа танлашать. Çак вăхăтра чăннипех те хаçат ытларах çырăнчĕç. Вулакансем "Каçал ене" йỹнĕрех çырăнма май паракан вунăкунлăха, акцисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, - пĕлтерчĕ почта уйрăмĕн начальникĕ Наталья Пыркина.

Хисеплĕ вулакансем, аса илтеретпĕр, декада вĕçлениччен икĕ кун çеç юлчĕ. Апла пулсассăн почтальонсемпе тĕл пулма васкăр, юратнă хаçатпа туслă пулса район хыпарĕсене пĕлсе тăрăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика