10 октября 2017 г.
Ачасен тавракурăмне, ăсталăхне, пултарулăхне ỹстерес тĕллевпе ракета, самолет, хут çĕленсен моделĕсене ăсталас енĕпе шкулта ятарлă кружок йĕркеленĕ. Çирĕм çула яхăн ĕçлет вăл. Хăйсен аллипе тунă модельсем тỹпене хăпарнишĕн кружока çỹрекен ачасем чун-чĕререн савăнаççĕ. Вĕсемпе районти, республикăри ăмăртусене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Çĕнтерỹсем вăй хумасăр, тăрăшмасăр пулманнине кружок членĕсем çав тери лайăх ăнланаççĕ. Модельсене ăсталанă тапхăрта хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртмелли сĕнỹсем параççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Асанкассисем (вĕсем район чысне те хỹтĕлеççĕ) республикăра нумайранпа чи пултаруллисем шутланаççĕ.
Акă, сентябрĕн юлашки кунĕсенче республикăри çарпа патриот воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен ЮНИТЭКС центрĕ Муркашри аэродромра хут çĕленсен черетлĕ фестивальне ирттерчĕ. Асанкасси вăтам шкулĕнчен унта ултă вĕренекен хутшăнчĕ. Ăста моделистсем асăннă фестивале кайма çав тери тăрăшса хатĕрленчĕç. Даниил Маргиданов пиллĕкмĕш класра кăна вĕренет-ха, Кирилл Белов, Николайпа Дмитрий Герасимовсем улттăмĕш класра пĕлỹ пухаççĕ. Роман Ивановпа Дмитрий Степанов тăххăрмĕш класа çỹреççĕ.
Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕн моделистсем тĕллевĕсене пурнăçларĕç тесех каламалла. Роман Иванов хăйĕн хут çĕленĕпе (унăн вĕçевне çĕр çинчен йĕркелесе тăраççĕ) республика шайĕнче иккĕмĕш призер пулса тăчĕ. Чи çамрăкки - Даниил Маргиданов - лаптак хут çĕленпе ("Монах") хăйĕн аллинчен виççĕмĕш вырăна вĕçертмерĕ. Хут çĕленсен ытти формисемпе (объемные, управляемые, демонстрационные, экспериментальные) фестивале хутшăннă ачасен пултарулăхне те судьясем начар мар хак пачĕç. Тăван яла пирĕн туслă команда тулли те çĕкленỹллĕ кăмăлпа таврăнчĕ.
В.САЛАЕВ,
кружок ертỹçи.
Источник: "Каçал Ен"