10 октября 2017 г.
Хусан хулинче Пĕтĕм халăхсем хушшинчи йăлана кĕнĕ ỹнер культурин "Этномириада" конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Асăннă фестивале кашни çулах районти искусство шкулĕн вĕренеке-нĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Кăçалхи конкурсра кĕçĕн тата вăтам ушкăнсем хушшинче Аслă Чурачăкри "Тевет" ача-пăча фольклор ансамблĕ (ертỹçи Т.Макарова, концертмейстерĕ С.Просвирнов) тата Урмаелĕнчи "Тамчы" тутар фольклор ансамблĕ (ертỹçи И.Шайдуллин) 1-мĕш вырăн йышăннă.
Аслăрах ушкăнрисен йышĕнче Тукайри "Шăпчăксем" ача-пăча фольклор ансамблĕ (ертỹçи Г.Степанова) 2-мĕш пулнă.
"Шумовые ансамбли" номинацире Л.Петрова ертсе пыракан "Наигрыши" квартет тата Урмаелĕнчи çамрăк хуткупăсçăсен ушкăнĕ (ертỹçи И.Шайдуллин) фестивальте 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Фестиваль-конкурсран ачасем тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç çеç мар, ыттисен пуян опытне ăша хыврĕç.
Ф.ГИБАТДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"