10 октября 2017 г.
Çул çитмен çамрăксене тăтăшах тĕрĕслес, вĕсене преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе октябрĕн 5-22-мĕшĕсенче районта "Полици тата ачасем" профилактика мероприятийĕ иртет.
Çак вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн специалисчĕсем вăтам тата тĕп шкулсене çитсе ачасемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ. Шăпах çак кунсенче çеç эпир Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе тĕл пултăмăр. Ачасемпе йĕркене пăсни, саккуна пăхăнманни мĕн патне илсе çитерме пултарнине сỹтсе яврăмăр. Ачасен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларăмăр. Вĕренекенсен саккуна пăхăнмалла, преступлени тусассăн вара вĕсен те, ашшĕ-амăшĕн те явап тытма тивет. Çавăн пекех хаяр шĕвек, наркотик тата психоактивлă хутăшсем тутанни, пирус туртни те пурнăçшăн çав тери сиенлĕ пулнине тепĕр хутчен аса илтертĕмĕр.
Вĕренекенсемпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелени, уçă калаçусем ирттерни çав тери усăллă. Вĕсем асăрхануллăрах пулма хăнăхаççĕ, каланине ăша хываççĕ. Çавăнпа та аслисен, ашшĕ-амăшĕн çул çитмен çамрăксемпе тимлĕ пулмалла!
Р.ЖУКОВА,
çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор.
Источник: "Каçал Ен"