АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă урок пурнăçра пулăшĕ

06 октября 2017 г.

Тĕнчере аварисĕр, катастрофăсăр, çутçанталăк инкекĕсĕр е преступленисĕр пĕр кун та иртмест пуль. Террористсем çынсене заложника илеççĕ, пăрахутсемпе поездсем нуша кураççĕ, çуран çỹрекенсем автомашина кустăрми айне лекеççĕ... Пиртен кашниех çакнашкал лару-тăрăва лекме пултарать. Хăрушлăха лекнĕ çынна кам пулăшаять-ха? Чи малтан, паллах, хăйне хăй. Харпăр хăйне пулăшас тесен вара тĕрлĕ мелсене пĕлмелле.

Çамрăк ăру пурнăçри хăрушсăрлăх меслечĕсене ăса хывтăр тесе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе октябрĕн 4-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри уçă урок ирттернĕ. Район администрацийĕн ятарлă программисен секторĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин "Основы безопасности жизнедеятельности" курсăн социаллă пĕлтерĕшне ăнлантарнă. Çавăн пекех вăл вут-çулăм хăрушлăхĕнчен упранмалли профилактика мероприятийĕсем çинчен каласа панă, пушарта пулса иртнĕ тĕслĕхсене аса илнĕ. Ятарлă службăсене мĕнле тĕрĕс чĕнмеллине те ăнлантарнă.

Уçă урокра Дмитрий Сергеевич çын пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн, пурлăхĕшĕн тата çутçанталăкшăн хăрушлăх кăларса тăратакан лару-тăрусем пирки калаçнă. Юлашкинчен кирек мĕнле инкекпе хĕн-хурта та туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма суннă.

(ХАМĂР ИНФ.). 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика