06 октября 2017 г.
Шупашкарта усал шыççа тупса палăртакан биочипа тĕрĕслеççĕ. Ăна Раççейри ăс-чахсем шухăшласа кăларнă.
Биочип усал шыççа хăвăрт тупса палăртма пулăшать. Вăл патент илнĕ. Халĕ ăна Мускаври Блохин ячĕллĕ онкологи центрĕнче тата Чăваш Енри онкодиспансерта тĕрĕслеççĕ.
Биочип пулăшнипе усал шыççăн кирек мĕнле тĕсне те темиçе сехетре тупса палăртма пулать. Унăн ячейкинче антителасем тата красительсем пур. Вĕсем усал шыççа тупма май параççĕ. Биоматериала илнĕ хыççăн чипа термостата вырнаçтараççĕ, унта микроскоппа пăхаççĕ. Вăл информацие компьютер çине кăларать.
Источник: "Каçал Ен"