06 октября 2017 г.
Çĕр çинче пин-пин професси пур, пуринчен те сăвапли вăл - учитель, мĕншĕн тесен вĕсем пурсăмăра та пурнăç çулне уçма пулăшакансем. Эпир хамăра тарăн пĕлỹпе воспитани панă çынсем умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Хисеплĕ професси ĕçченĕсем ырми-канми ĕçĕшĕн ырă ят-сума тивĕçлĕ. Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче районти культурăпа кану çуртĕнче учительсен ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртнĕ.
Районти вĕренỹ, шкулчченхи тата хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче паянхи кун тĕлне пурĕ 866 çын тăрăшать, вĕсенчен 458-ĕшĕ - педагогсем. Вĕрентекенсен 63 проценчĕн ĕç стажĕ 20 çул ытла. Комсомольски тăрăхĕн вĕрентекенĕсем хăйсен професси уявне яланхиллех анлăн паллă тунă. Сумлă ĕçĕн пархатарлă çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова саламланă.
- Учитель профессийĕ - чи йывăррисенчен пĕри. Анчах та çак праçник кашнине тỹрремĕнех пырса тивет. Тухтăр е шахтер, юрăç е экономист - пурпĕрех эпир вĕренекен. Пурсăмăр та парта хушшинче ларнă, пĕлỹ илнĕ, пурнăç çулне суйланă. Сире хăвăрăн çăмăл мар ĕçĕрте тỹсĕмлĕхпе ăнăçу сунатăп, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.
Районти учительсем çулсерен вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче пысăк ỹсĕмсем тунипе палăраççĕ. Чи пултаруллисене уявра чысласси - çирĕп йăла. Кăçал район администрацийĕн Хисеп грамотине ача-пăча искусство шкулĕнчи художество уйрăмĕн вĕрентекенĕ Надежда Абдюшева, шкулăн Аслă Чурачăкри фольклор уйрăмĕн преподавателĕ Татьяна Макарова, Урмаелĕнчи хор класĕн вĕрентекенĕ Ильдус Шайдуллин тивĕçнĕ.
Шкул ачисем район, регион шайĕнче иртекен конкурс-олимпиадăсенче час-часах палăраççĕ. Паллах, кунта вĕрентекенĕн тỹпи те питĕ пысăк. Чи маттур вĕренекенсен, шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕнче призер ятне çĕнсе илнисен вĕрентекенĕсене те палăртса хăвармалла. Вĕсем - Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн историпе обществознани учителĕ Ирина Арбузова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учителĕ Надежда Боровкова, Урмаелĕнчи ỹнер искусствин вĕрентекенĕ Мария Николаева, асăннă шкулти истори вĕрентекенĕ Иван Пильщиков, кунти ОБЖ преподавателĕ Нежметдин Сахров. Асăннă вĕрентекенсене сертификатсем парса чысланă.
Чĕчкен тĕп шкулĕн тутар чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Рамиле Мезитова, Тукай Мишер вăтам шкулĕн тутар чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Гульфия Минигалиевăпа Исламия Зинетуллина тата Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Татьяна Ермолаева та сертификатсене тивĕçнĕ.
Учительсен кунĕ тĕлне "Чи лайăх вĕрентекен" конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Материалсене пăхса тухнă хыççăн Александровка тĕп шкулĕн историпе обществознани учителĕ Сергей Антонов, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Надежда Боровкова, Урмаел вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учителĕ Надежда Тулликова, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Евгений Басников тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Альбина Артемьева Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.
Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова "Учитель года", "Самый классный классный", "Воспитатель года" професси конкурсĕсене пĕтĕмлетнĕ. "Учитель года" конкурсра Урмаел вăтам шкулĕн акăлчан чĕлхи учителĕ Гульназ Зиганшина пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхи учителĕпе Светлана Индюковăпа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенне Алсу Валитовăна панă.
"Самый классный классный" конкурсра вара Шурут вăтам шкулĕн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Светлана Мунтайкина çĕнтерỹçĕ пулнă. Тукай Мишер вăтам шкулĕн кĕçĕн класс вĕрентекенĕ Зухра Зарипова иккĕмĕш тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн биологи вĕрентекенĕ Альбина Мухина виççĕмĕш вырăнсемпе палăрнă.
"Воспитатель года" конкурсра "Лейсан" ача сачĕн воспитателĕ Резиля Садыкова виççĕмĕш, "Радуга" ача сачĕн воспитателĕ Анастасия Чаркина иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна вара "Колосок" ача сачĕн воспитателĕ Зиля Низамова çĕнсе илнĕ. Вĕсене пурне те Хисеп хучĕсем парса чысланă.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен коллективĕсем те çулсерен çĕнелсех пыраççĕ. Кăçал ултă педагог - Лейсан Амерханова, Артемий Мартынов, Нефисе Шакурова, Зухра Тамалиева, Зиля Багаутдинова, Гелия Гибатдинова - çанă тавăрса ĕçе пикенчĕç. Çамрăксем районти пĕлỹ учрежденийĕсенче тĕрлĕрен предметсемпе вĕрентеççĕ: математика, физкультура, химипе биологи. Вĕсем хушшинче аслă вожатăйпа кĕçĕн класс вĕрентекенĕ те пур. Чун туртнипе суйласа илнĕ профессире вĕсене пысăк ỹсĕмсем кăна сунатпăр.
Сăваплă та яваплă професси çыннисен уявĕ савăк иртнĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе илемлĕ ташăсем вĕрентекенсене питĕ килĕшнĕ.
- Çакăн евĕр праçник туса пани хисепленине палăртать, ку вара пире, учительсене, малалла татах та пысăк хавхаланупа ĕçлеме хистет, - теççĕ вĕсем.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"