06 октября 2017 г.
Октябрь уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче Шупашкарта Наци библиотекинче "Особенности организации информационного противодействия терроризму и экстремизму в средствах массовой информации" темăллă семинар иртрĕ. Унта журналистсемпе влаç органĕсен, регионти йĕрке хуралĕпе çыхăннă ведомствăсен представителĕсем хутшăнчĕç. Сăмах май каласан, çакăн евĕр мероприяти пирĕн регионта пĕрремĕш хут пулчĕ.
Семинара хутшăннисен умĕнче малтанах терроризма хирĕç комисси аппарачĕн ертỹçи Евгений Терешин сăмах илчĕ. Вăл мероприяти калем ăстисен тавракурăмне татах та анлăлатма пулăшасса шаннине палăртрĕ. Общество хăрушсăрлăхĕн тытăмĕнче ĕçлекен эксперт Светлана Яковлева уçă калаçура экстремизм организацийĕсене çакланнă çыннăн кăмăл-туйăмĕпе ăс-тăнĕ, пурнăç пахалăхĕсем еплерех улшăнса пыни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ.
- Террористсен тĕп тĕллевĕ - çынсене вĕлересси кăна мар, вĕсене хăратасси те. Паллах, шик туйăмĕ, чăн малтан, паллăмарлăхпа çыхăннă. Усал шухăшлă çынсене ыттисене хăйсен енне çавăрасси нимĕн те мар, çавна май вĕсен сĕрĕмĕ мана минретмĕ темешкĕн пĕри те пултараймасть, - терĕ вăл.
Федерацин А.И.Бурназян ячĕллĕ медицина центрĕнчи экстремаллă психологи лабораторийĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ Татьяна Синицина журналистсене чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене епле тытмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Сăмах май каласан, вăл Бесланти терактра тата ытти чрезвычайлă лару-тăрура шар курнисене пĕрре мар пулăшу панă, парать. Пирĕн тăрăх, паллах, лăпкисен йышĕнче. Анчах та синкерлĕ лару-тăру вăл тĕрлĕрен пулать-çке. Калăпăр, çил-тăвăл, эпидеми... Çакăн евĕр пăтăрмахсенче журналистсен явапĕ татах та ытларах ỹсет. Унăн ыттисене лару-тăрупа паллаштарнисĕр пуçне йывăрлăха çакланнисене те пулăшмалла. Ку вара - чи йывăрри.
"Россия сегодня" патшалăх интернет-проект дирекцийĕн редакторĕ Елена Дорошенко вара "Роль СМИ в противодействии вербовке в социальных сетях" темăпа уçă калаçу ирттерчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи патшалăх наци политикин Канашĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яваплă секретарĕн Андрей Худолеевăн лекцийĕ кутăнла пропаганда хыççăн кайма памĕ. Каярах вăл хăй пухса хатĕрленĕ "Белая книга террора" кĕнекипе паллаштарчĕ. Унта илсе кăтартнă тĕслĕхсем чĕресем витĕр тухнисем пулчĕç.
Мероприяти кашниншĕн питĕ усăллă пулчĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"