АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Географи диктанчĕ çырма йыхравлаççĕ

03 октября 2017 г.

Чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре пурăнакансем географие мĕнле пĕл-нине тĕрĕслеме пултарĕç. Халĕ акцие ирттермешкĕн хатĕрленеççĕ.

Ку акци Раççейĕпех иртет. Кăçал вăл виççĕмĕш хут йĕркеленет. Çавăн пекех географи диктантне ют çĕршывра та çырĕç. Вăл вырăнти вăхăтпа 12 сехетре пуçланĕ.

Диктантра 30 тест заданийĕ пулĕ. Вĕсене виçĕ блока уйăрнă. Пĕрремĕшĕнче - терминсемпе географи ăнлавĕсем, иккĕмĕшĕнче - карттăпа ĕçлесси, виççĕмĕшĕнче çулçỹревçĕсем кун кĕнекинче тата илемлĕ хайлавсенче çырса кăтартнă объектсене палăртасси.

Хальлĕхе палăртнă тăрăх, Шупашкарта диктанта икĕ лапамра çыртарĕç: Чăваш наци музейĕнче тата республикăри ача-пăча вулавăшĕнче. 2016 çулта республикăри 1500 çын ытла географи диктантне хутшăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика