АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотикăн пысăк партине тытса чарнă

03 октября 2017 г.

Полицейскисем пысăк парти наркотик çулне пỹлнĕ. 100 доза яхăн синтетика хутăшĕ сиенлĕ çак йăлапа туслă çынсем патне çитмĕ. Наркотике Чăваш Енре, Мари Элта, Аслă Новгород облаçĕнче сарма палăртнă-мĕн.

Малтанах Шупашкарта кỹршĕ патшалăхри икĕ çынна тытса чарнă. Вĕсем наркотик илсе килсе сарнă. Вĕсенчен 2 килограмм ытла наркотик туртса илнĕ. Унтан Самар облаçĕнчи икĕ çынна тытнă. Вĕсем 7 килограмм наркотик кỹрсе кĕме хăтланнă. Спайс тултарнă хутаçсене вĕсем саппас кустăрман камеринче пытарнă. Хайхискерсене Хыркасси постĕнче тытса чарнă.

Тепĕр çынна, Аслă Новгород çыннине, каярахпа тытнă. Шупашкарта тара илнĕ хваттерте пурăнакан 21 çулти каччăна та тытса чарнă. Ун çумĕнче 3 килограмм наркотик хутăшĕ пулнă. Пурин тĕлĕшпе те пуçиле ĕç пуçарнă.

Палăртмалла: туртса илнĕ наркотик 50 миллион тенкĕпе танлашать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика