03 октября 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килес çул Республика кунне уявласси çинчен хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, республикăн тĕп уявне Шупашкарта тата Красноармейски районĕнче палăртĕç.
Чăваш Республикин çуралнă кунне кăçал Улатăр районĕнче палăртнăччĕ. Унта йывăçран тĕрлĕ кỹлепе касса кăларакансем те пуçтарăннăччĕ.
Уява ирттерекен муниципалитетсене хыснаран 10 миллион тенкĕ уйăрса парĕç. Вăл тупрана районсенчи ялсене илем те хăтлăх кỹме тăкаклĕç.
Источник: "Каçал Ен"