03 октября 2017 г.
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ черетлĕ, çапах та ыттисенчен уйрăлса тăракан сезона уçнă.
Артисчĕсем те ытти чухнехиллех выляççĕ-ха, спектакле лартаканнисем те яланхиллех тăрăшнă-ха. Тĕп расналăхĕ - А.Островский пьеси тăрăх Хусанта лартнă "Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн" спектакльтен театр летопиçне пуçарнă культура тата ỹнер учрежденийĕ хăйĕн асамлă чаршавне хальхинче çĕрмĕш сезон уçни. Хальхинче куракана "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакль кăтартнă.
Театра килекенсене çак ятпа хаваслă сăнарсем урамранах кĕтсе илнĕ.
Юбилейлă сезона Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитнĕ. Спектакль умĕн вăл театрăн артисчĕсене хисеплĕ ят панине ĕнентерекен паллăсене панă. Аса илтерер, Сергей Иванова маларахах Чăваш халăх артисчĕ ята пама йышăннăччĕ, Аркадий Андреева - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Источник: "Каçал Ен"