03 октября 2017 г.
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Пенза хулинче РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич çумĕнчи Совет ларăвĕ иртнĕ.
Унта пухăннисем регионсен экономика ỹсĕмне вăйлатмалли аталану институчĕсен ĕç-хĕлне эффективлăрах тăвасси, налук потенциалне ỹстересси, бюджетсем хушшинчи хутшăнусене аванлатассипе тăкаксене чакарасси пирки сỹтсе явнă.
Асăннă ларăва ытти регионсен, федераллă структурăсен тата обществăлла организацисен ертỹçисемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Ларура РФ финанс министрĕ Антон Силуанов, промышленноçпа суту-илỹ министрĕн çумĕ Василий Осьмаков та пулнă.
Источник: "Каçал Ен"