АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакланнă

03 октября 2017 г.

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 25-мĕшĕччен таварсен хакĕ епле вылянине Чăвашстат тишкернĕ, пĕтĕмлетĕве Чăваш Енĕн Экономика министерстви хăйĕн сайтĕнче пичетленĕ. Ăна тишкерсен куллен кирлĕ хăш-пĕр апат-çимĕç хакланни курăнать.

Унта палăртнă тăрăх, асăннă тапхăрта кишĕр 22% (6,5 тенкĕ), çĕр улми 21% (4,6 тенкĕ), пуçлă сухан тата панулми 15% (3,8 тата 13,4 тенкĕ), купăста 14% (1,9 тенкĕ), сахăр 14% (5,6 тенкĕ), хуратул 5% (2,1 тенкĕ), вермишель 3% (1,1 тенкĕ) йỹнелнĕ.

Сысна какайĕн, кăлпассин, ỹсен-тăран çăвĕн, хăйман, тăварăн хакĕсем вара улшăнман.

Çав вăхăтрах чăх çăмарти хакĕ 14% таран ỹснĕ. Унсăр пуçне тăпăрчă - 6,7 тенкĕ, чей - 18,1 тенкĕ, I тата II сортлă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр - 1 тенкĕ, шăнтнă пулă - 3 тенкĕ, сыр 6,6 тенкĕ хакланнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика