АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ертỹçĕ суйланă

03 октября 2017 г.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн 18-мĕш съезчĕ иртнĕ.

Ун ĕçне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçин пĕрремĕш заместителĕ Николай Каргин, ЧР Хĕрарăмсен союзĕ çумĕнчи ыркăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн ертỹçи Лариса Игнатьева, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин, сумлă ытти çынсем тата 221 делегат хутшăннă.

Тухса калаçакансем юлашки çулсенче общество организацийĕ аван ĕçленине палăртнă, союз ертỹçинче нумай çул ĕçленĕ Ольга Зайцевăна ырăпа аса илнĕ. Культура керменĕн фойинче йĕркеленĕ куравра союзăн район-хулари уйрăмĕсен хастарĕсем пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă.

Ку съездăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри союз ертỹçине суйласси пулнă. Союз председательне суйлама ЧР вĕрентỹ министрĕн заместителĕн Алевтина Федорован кандидатурине сĕннĕ. Делегатсем пурте уншăн сасăланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика