АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо ĕçченĕсем - Ваттисен кунĕнче

03 октября 2017 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Раççейре Ваттисен кунне паллă тăваççĕ. Çав кун тата уйăх тăршшĕпех организацисемпе учрежденисенче, предприятисенче аслă ăру çыннисемпе тĕлпулусем иртеççĕ.

Комсомольски райповĕнче Ваттисен кунне çулсерен юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче палăртассине йăлана кĕртнĕ. Кăçал вăл вырсарникуна лекнĕ пулин те, райпо ĕçченĕсем суту-илỹре, обществăлла апатлану сферинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене "Сеньора" кафере хапăлласах кĕтсе илнĕ.

Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Людмила Сорокина уява уçса аслă çулхисене хисеплесе салам сăмахĕсем каланă. "Эсир хăвăр пурнăçăрта халăх хуçалăхне аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывса мухтава, чыс-сума тивĕçнĕ. Çулăрсене пăхмасăрах, сирĕн хушăрта районăн обществăлла пурнăçне паян та хастар хутшăнакансем пур. Ырă сĕнĕвĕрсемшĕн, потребкоопераци ĕçне чунтан парăнса ĕçленĕшĕн тавах сире", - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Кашни çемьери чи ырă, юратнă тата юратакан çынсене халалланă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та хутшăннă. Александр Николаевич потребкоопераци тытăмĕнче яланах яваплă, ĕçчен, маттур çынсем ĕçленине палăртнă. Тивĕçлĕ канури хисеплĕ çынсене пурнăçа юратма, çемье ăшшине упрама, тулăх пурăнма, вăрăм кун-çуллă пулма суннă.

Виктор Кокшин тата райпон кадрсемпе ĕçлекен инспекторĕ Людмила Кокшина шăрантарнă илемлĕ юрăсем уява пухăннисен чĕрисене ăшăтнă. Ветерансем хăйсем те пурте пĕлекен çывăх юрăсене пĕрле юрланă.

Суту-илỹ ветеранĕсем уявран хаклă парнесемпе, тав сăмахĕсемпе тата çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа саланнă. Çапла, ăшă сăмах, ĕçтешсемпе тĕл пулса калаçни, çывăх çынсем сума суни кирек кама та хавхалантарать. Уявсенче кăна мар, кунсерен чун ăшшине парнелесчĕ аслисене, вĕсемшĕн ку темле чаплă парнерен те хаклăрах.

Н.РОЗОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика