АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выпускниксен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

29 сентября 2017 г.

Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулне Тав çырăвĕ килчĕ. Ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен янă. Çырура Ферит Гибатдинов директора, Татьяна Макарова, Виктор Кокшин тата Ираида Спиридонова преподавательсене пысăк профессионаллăхшăн тав тунă. Çавăн пекех музыкăпа художество пĕлĕвĕн факультечĕн 1-мĕш курсне кĕнĕ Альберт Галкинпа Ирина Макарова студентсене питĕ аван пĕлỹ панине палăртнă. Малашне те çакăн пек маттур çамрăксене хатĕрлессе шаннине пĕлтернĕ.

Чăнахах та, пирĕн районти искусство шкулĕнче музыка пĕлĕвĕ илнĕ ачасем пурнăç çулне те çав енĕпех суйласа илеççĕ. Нумайăшĕ культурăра тăрăшать те ĕнтĕ. Апла пулсан вĕсене ăс панă вĕрентекенсем хăйсен воспитанникĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланма пултараççĕ.

Кăçал искусство шкулĕн ытти выпускникĕсем те - Виктория Данилова Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин, Лука Иванов Улан-Удэри П.Чайковский ячĕллĕ музыка колледжĕн студенчĕсем пулса тăнă.

Ф.АБДУЛЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика