29 сентября 2017 г.
Авăн уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре туризм эрни иртрĕ. Çавна май районти "Çĕр тата çынсем" музей ĕçченĕсем тĕрлĕрен мероприяти йĕркелерĕç. Вĕсенчен пĕри - паллă çулçỹревçĕ-ăсчах, синологи наукин никĕслевçи Никита Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитнине халалланă выставка.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина, тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова, музей тата вулавăш ĕçченĕсем, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш "а" класĕнче ăс пухакансем хутшăнчĕç. Чăн малтан Алена Полякова "Бичурин - пĕрремĕш чăваш çулçỹревçи тата турисчĕ" доклачĕпе паллаштарчĕ, Шупашкартан илсе çитернĕ курава уçрĕ. Стенасем çине вырнаçтарнă ỹкерчĕксенче Иакинф манах пурнăçĕпе ĕç-хĕлне сăнланă. Биографипе истори факчĕсем ачасене палăрмаллах кăсăклантарчĕç.
- Никита Бичурин Раççей наукине аталанма, унсăр пуçне Инçет Хĕвелтухăç культурине тĕпчеме сумлă витĕм кỹнĕ. Чăваш халăхĕн хăйĕн мухтавлă ывăлĕпе тивĕçлипех мухтанмалла. Йывăрлăхсене парăнтарса, пуç усмасăр ĕçлесе Никита Бичурин хăйĕн ятне-шывне кăна мар, чăваш халăхне те мухтава кăларнă, - терĕ Светлана Геннадьевна.
Паллă ентешĕмĕр 1777 çулта Шупашкар районне кĕрекен Шĕнерпуç ялĕнчи чухăн тиечук çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Яков Петров, чăваш, амăшĕ вара вырăс хĕрарăмĕ пулнă. Шалу укçи тăранса пурăнма та çитмен пирки арçын тыр-пул та акнă, пушă вăхăт тупăнсанах тăлмачă ĕçĕпе те кăштах ĕçлекеленĕ. Пурнăç йывăр пулнă пулсан та çемье пуçĕ Никита ывăлне вĕрентес тенĕ. Çавна май ăна 8 çул тултарсан Сĕвери Новокрещенски шкула вĕренме панă, каярах вăл Хусанти духовнăй семинарие куçнă. Ача питĕ пултаруллă пулнă, лайăх вĕреннĕ. Çакăншăн ăна семинари преподавателĕсем юратнă. Уйрăмах Амвросий Победов хисепленĕ. Çак Амвросий, синодăн яланхи членĕ пулнă май, каярахпа темиçе хутчен çамрăк Бичурин хутне кĕнĕ.
Семинарире Никита Бичурин латынь, француз, нимĕç чĕлхисене вĕренсе çитнĕ. Вăл асăннă ют чĕлхесемпе калаçма, çырма-вулама та çăмăллăнах пултарнă. Семинари хыççăн, 1800 çулта, каччă манаха тухать. Пĕрисем ку пулăма телейсĕр юратупа çыхăнтараççĕ, теприсем вара карьера тăвассишĕн пулĕ теççĕ. Манаха тухнă хыççăн ăна çĕнĕ ят панă. Çапла вара вăл Никитăран Иакинф пулса тăрать. 1802 çулта Иакинфа архимандрит тата пĕр вăхăтрах духовнăй семинари ректорĕ туса Иркутск хулинчи Вознесенски мăнастирне янă. Сăмах май каласан, Иакинф пек çамрăк манахсем çакнашкал пысăк вырăна вăл вăхăтра пачах та йышăнайман. 1807 çулта Бичурина Пекинри духовнăй миссин начальникĕ тата Пекинри Сретенски мăнастирĕн архимандричĕ туса Китая янă. Кунта вăл 13 çул пурăннă. Çав вăхăтрах калама çук пысăк ĕçсем тунă. Малтанах китай тата монгол чĕлхисене вĕренсе çитнĕ, каярах Китай чĕлхин грамматикине тата Базиль де Клемонăн словарьне тỹрлетсе хушса çырма тытăннă. Словаре географи, истори, техника терминĕсене, ялан усă куракан сăмахсене нумай кĕртнĕ, пысăклатнă. Унсăр пуçне "Тибет çинчен", "Хул касасси çинчен", "Суд медицини çинчен", "Чжунгари", "Хĕвелтухăç Туркестан çинчен" кĕнекесене тата ытти нумай-нумай хайлава китай чĕлхинчен вырăсла куçарать. Вырăс патшалăхĕн ун чухнехи тĕп хулине Питĕре Бичурин 1822 çулта питĕ пысăк пуянлăхпа - Китай çинчен хĕвелтухăçĕнче пурăнакан халăхсен чĕлхипе çырнă кĕнекесемпе, тĕрлĕрен культура япалисемпе - таврăннă. Кĕнекесене кăна вăл 15 тĕве çине тиесе килнĕ. Бичурин вĕсене Петербургри Публичнăй библиотекăпа Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин департаментне панă. Анчах та Раççей манаха хапăлласа кĕтсе илмен, "Чиркỹ пурлăхне сутнăшăн" тата хăйне тивĕçсĕр тыткаланăшăн айăпласа архимандритран кăларса Ладога кỹлли варринчи утраври Валаам мăнастирне ссылкăна янă. Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин департаменчĕ тăрăшнипе Иакинфа, манахрах хăварса, Александро-Невски лаврăна тăлмачăна вырнаçтараççĕ.
Бичурин наукăра 30 çул ытла тăрăшнă. Унăн ĕçĕсене тĕнчери наука пысăка хурса хакланă. Ăна 1828 çулта Раççей наукăсен академийĕн член-корреспондентне суйланă. Çавăн пекех вăл Францири Ази обществин членĕ, Англири ученăйсен королевски обществин членĕ тата ытти нумай наука организацийĕн членĕ пулнă. Бичурин çырнă ултă произведение пĕрремĕш е иккĕмĕш степеньлĕ Демидов премийĕсем панă.
Бичурин тăван çĕршывăн, вырăс халăхĕн хĕрỹллĕ патриочĕ пулнă, тăван наукăна, вырăс чĕлхине чунтан хисепленĕ. Çав вăхăтрах Никита çынсене юратнă, крепостниксен тискер ĕçĕсем ăна тарăхтарнă, вăл мĕскĕнсен хутне час-часах кĕнĕ.
Никита Яковлевич 1853 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулинче вилнĕ. Ăна Александро-Невски лаврăра пытарнă. Хăйĕн библиотекине Никита Бичурин Хусанти духовнăй академие халалланă.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"