29 сентября 2017 г.
Комсомольски тăрăхĕ хăй пăхса ỹстернĕ талантсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Маттур та тăрăшуллă ачасем районăмăрта йышлă. Вĕсем обществăлла ĕçре те хастар, вĕренỹре те ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Никита Воронов.
5-мĕш "б" класра ăс пухаканскерĕн дневникĕнче "4" тата "5" паллăсем кăна. Вăл пур предмета та мăйăр пек шĕкĕлчет, апла пулин те Никита математикăна ытларах кăмăлланине пытармасть. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыраканскер район, республика шайĕнче иртекен конкурс-олимпиадăсене тăтăшах хутшăнать, малти вырăнсемпе палăрать.
Никита вĕрентекенсен сăмахĕсене тимлĕ тăнлать, астуса юлма тăрăшать. Урокра панă пĕлỹпе кăна çырлахмасть, Интернетра тĕрлĕ информаципе паллашать, пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке илет.
- Юрлама питĕ кăмăллатăп, ытларах электронкĕвĕ килĕшет. Сассăм уçă пулнăран-ши, мана аттепе анне 3 çул каялла искусство шкулĕнчи солистсене туптакан ушкăна çырăнтарчĕç, - каласа парать анлă тавракурăмлă ача.
Искусство шкулĕнче хушма пĕлỹ илни кирек камшăн та усăллă. Никита та кунта талантне ỹстерет, халĕ вăл пианинăпа та выляма пултарать. Ку çеç-и?! Ача тинтерех кăна Крым Республикинче вырнаçнă "Артек" ача-пăча лагерĕнчен таврăннă. Унта вăл 21 кун каннă.
- Мана республикăра иртнĕ солистсен конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн лагере кайма путевка пачĕç, - тет хастар Никита. - Эпир унта Чăваш Енрен иккĕн кайрăмăр. Юлия Чапрасова - Шупашкар хулинчен. Отрядра 21 ачаччĕ, вĕсем вара кашниех тĕрлĕ регионтан: Чăваш Енпе Алтай тăрăхĕнчен, Крымран. Унта эпĕ çĕнĕ туссем тупрăм, тĕрлĕ мероприятие хутшăнса вăхăта хаваслă ирттертĕм. Походсенче тусем çине хăпараттăмăр, унта питĕ хитре, ют вырăнта канма мана питĕ килĕшрĕ.
Хальлĕхе Никита кăмăла каякан профессие палăртман-ха. Çапах та вăл пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсе малалла та çирĕп утăмсемпе утассинче иккĕленỹ çук.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"