АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене çĕрле урама ан кăларăр!

29 сентября 2017 г.

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче район территорийĕнче "Полиция и дети", "Подросток-алкоголь-табак" акцисем ирттернĕ. Акци вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, халăх дружинин, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин членĕсем каçхине рейда тухрĕç. 22 сехет хыççăн урамра çỹрекен çул çитмен 5 ачана ашшĕ-амăшĕн аллине панă. Ачисем обществăлла вырăнта каçа юлса çỹренине тепĕр хут курсан ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарма тивĕ.

Çакă пирĕншĕн мар, пепкĕрсен хăрушсăрлăхĕшĕнех кирлĕ. Акă, пĕр районта сентябрĕн 26-мĕшĕнче çурçĕр иртсен И. гражданин çул çитмен хĕрачана яла автомашинăпа çитерсе хăварма шантарса ăна вăйпа пусмăрланă.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене ытларах тимлĕх уйăрăр, вĕсем ăçта кайнипе, кампа калаçнипе кăсăкланăр. 22 сехетрен 6 сехетчен вĕсен обществăлла вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсĕр пулма юрамасть. Хăвăр тивĕçĕрсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн 100-500 тенкĕ административлă штраф параççĕ. Тивĕçлĕ воспитани паманшăн аслисен тĕлĕшпе уголовлă яваплăх та пур. Ун шутне штраф, пĕр-пĕр должноçра 3 çула ĕçлеме чарни, 180 сехет таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерни, 3 çуллăха ирĕк прависĕр хăварни кĕреççĕ. Юратура пурнăç панă ачăрсене юратса, упраса, телейлĕ çемьере çитĕнтермелле пултăр.

Р.ЖУКОВА,

çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика