АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çартан пăрăнакансене каçару çук

29 сентября 2017 г.

2017 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв пуçланать. Çавна май РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕ çар службинчен пăрăнакансем пирки 2016, 2017 çулсенче пуçарнă уголовлă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

РФ Конституцийĕн 59-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, Тăван çĕршыва хỹтĕлесси граждансен тивĕçĕ шутланать. Хĕсмете каясран пăрăннăшăн уголовлă яваплăх тыттараççĕ, 2 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ. Çавăн пекех асăннă айăпшăн 200 пин тенкĕ таран штрафлама, ирĕксĕрлесе 2 çул ĕçлеттерме те пултараççĕ.

2017 çул пуçланнăранпа çакнашкал 7 ĕç пуçарнă. Иртнĕ тапхăрта судсене уголовлă 2 ĕç ярса панă, вĕсене пăхса тухса айăпа кĕнисене 15-20-шер пин тенкĕлĕх штрафланă.

2016 çулта çар службинчен пăрăннăшăн 9 çынна уголовлă явап тыттарнă. Тĕпрен илсен, пурте ниçта та ĕçлеменскерсем. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан, çар службинчен пăрăнакансем пирки пуçарнă уголовлă ĕçсен шучĕ чакса пырать. Вĕсем хушшинче ял каччисен шучĕ сахал, ытларах хуласенчи яшсем. Апла пулсан, Тăван çĕршыва хỹтĕлесси престижлă пулса пырать тата патшалăх çарти условисене çулсерен лайăхлатни те витĕм кỹретех.

"Таркăнсем" тỹлекен штрафсен виçи те çулсерен пĕчĕкленет. Енчен те 2013 çулта вăл 1 миллион та 100 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, 2014 çулта - 700 пинпе, 2015 çулта - 830 пинпе, 2016 çулта 350 пин тенкĕ çеç пулнă.

Уголовлă явап тыттарни суд айăплавне пăрахăçланă хыççăн çар тивĕçĕнчен хăтăлнине пĕлтермест. Унсăр пуçне, штрафа тỹлеменшĕн тата çирĕпрех наказани пама пултараççĕ, ирĕкрен хăтарасси таранах.

РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелти районсем хушшинчи следстви пайĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика