АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта çурт лартса пурăнасшăн та…

29 сентября 2017 г.

Ялта пурăнакансене çурт-йĕрлĕ пулма патшалăх мĕнле пулăшу панине пĕлес килет. Çамрăк çемьесемпе ялти специалистсем валли епле çăмăллăхсем пур-ши?

В.КРЫШКИНА.

РФ Правительствин 2015 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнчи 17-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ тĕллевлĕ "Ялсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ăнăçлă аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн социаллă тỹлеве ялта ĕçлесе пурăнакан е яла яланлăх куçса кайса тĕпленме, унта ĕçе вырнаçма шут тытнă граждансене, çав шутра çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене, çурт лартма (е туянма) параççĕ.

Çак проекта хутшăнас текенсен хăш-пĕр саманта шута илме тивет.

1. Çамрăк çемьесене (мăшăрсем е пĕччен пĕр) ытларах, çав шутра усрава илнисене те (ача ỹстерекенсем) тата çамрăк специалистăн заявлени панă кун тĕлне 35 çултан çамрăкрах пулмалла.

2. Вĕсен (е мăшăрсенчен пĕрин) ялта пурăнмалла, агропромышленноç комплексĕнче е социаллă сферăра (сывлăх сыхлав, вĕрентỹ, социаллă пулăшу, культура, физкультурăпа спорт тытăмĕнче, ял хуçалăх предприятийĕнче ветеринарта) ĕç килĕшĕвĕпе ĕçлемелле е предприниматель ĕç-хĕлне пурнăçламалла.

Çавăн пекех вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан организацин юлашки курсĕнче вĕренекен, ялта тĕпленме шут тытнă çамрăксем ĕç параканпа (вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе) ĕç килĕшĕвĕ тунă хыççăн ку программăна хутшăнма пултараççĕ.

Заявлени çырнă кунран черете тăратаççĕ, социаллă тỹлеве çав черет йĕркипе параççĕ. Çав вăхăтрах, саккунпа килĕшỹллĕн, виçĕ е ытларах ача ỹстерекен тата федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программăна хутшăнма заявлени панă çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене патшалăх пулăшăвĕпе маларах тивĕçтермеллине те шута илмелле.

"Ялсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ăнăçлă аталантарасси" программăна хутшăнса çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене заявленипе пĕрле çак документсене памалла:

- гражданин тата унăн çемйинчи çынсем камсем пулнине ĕнентерекен документсем;

- çамрăк специалистăн дипломĕ е вĕрентỹ заведенийĕн юлашки курсĕнче вĕреннине çирĕплетекен справка; - мăшăрлану свидетельстви;

- ачасен çуралнă хучĕсем;

- ĕç килĕшĕвĕн копийĕ е гражданина предприниматель пек шута илнине çирĕплетекен документ;

- ĕç параканпа (вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе) вĕрентỹ организацине пĕтернĕ хыççăн ялта ĕçе вырнаçасси пирки тунă килĕшỹ (юлашки курссенче вĕренекенсем валли);

- заявлени паракан çыннăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене чăннипех те лайăхлатмаллине çирĕплетекен документ.

Социаллă тỹлеве панă хыççăн ĕç тăвакан влаç органĕ (субсидие муниципалитет йĕркеленĕвĕн бюджетне куçарсан - вырăнти хăй тытăмлăх органĕ), çамрăк çемьери мăшăрсенчен пĕри (çамрăк специалист) тата ĕç паракан çак укçа-тенкĕпе усă курса çурт лартасси (е туянасси) пирки виçĕ енлĕ килĕшỹ тăваççĕ. Çак килĕшĕвĕн обязательнăй ыйтăвĕсенчен пĕри вăл - çамрăк çемьери мăшăрсенчен пĕрин (е çамрăк специалистăн) çав муниципалитетра ĕç килĕшĕвĕпе 5 çулран кая мар ĕçлемелле е предприниматель ĕç-хĕлне пурнăçламалла. Çак йĕркене пăхăнмасан ĕç тăвакан влаç органĕ социаллă тỹлеве каялла шыраса илме пултарать.

Социаллă тỹлев памалли йĕркепе Федерацин "Ялсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ăнăçлă аталантарасси" тĕллевлĕ программин 4-мĕш хушăмĕнчи Раççей Федерацийĕнчи ялсенче пурăнакан граждансене, çав шутра çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене, çурт лартма (е туянма) социаллă тỹлев парасси çинчен калакан положенире тĕплĕнрех паллашма пулать.

Сăмах май

Федерацин "Ялсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ăнăçлă аталантарасси" тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн 2016 çулта Чăваш Республикинче пурăнакан граждансен, çак шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специлистсен, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 113785,90 тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвне пĕлтĕр 169 çын тивĕçнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика