26 сентября 2017 г.
Чăваш Енре наркăмăшлă курăк сарăлсах пырать. Мĕнпе хăрушă вăл тата унпа мĕнле кĕрешмелле?
Вырăсла çак ỹсен-тăрана "борщевик Сосновского" теççĕ. Вĕсене çăмăллăнах шурă шлепкинчен уйăрса илме пулать.
Наркăмăшлă пултăран çĕршыва иртнĕ ĕмĕрте, Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн, килсе лекнĕ. Çурçĕр Америкăра пултăран хаклă йышши выльăх апачĕн культури пулнине шута илсе çак курăка ĕрчетме пуçланă. Çумкурăкран пултăран культивировани тунă ỹсентăрана çаврăннă. Анчах та вырăнти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене çакă килĕшмен, пултăран çиекен ĕнесен сĕчĕ йỹçек тутă каланă. Çитменнине ỹсен-тăран наркăмăшлине пĕлнĕ. Çапла çĕршывра пултăрана ĕрчетессине пăрахăçланă. 30 çул иртсен çак культурăллă ỹсен-тăран хăй тĕллĕн шăтса тухакан, путлантарма çук ỹсен-тăран пулнине çирĕплетсе панă. Халĕ унпа çынсем çине тăрса кĕрешеççĕ.
Хăй ĕмĕрĕнче пултăран пĕр хут кăна çурăлать, унтан, вăрă сапсан, вилет. Енчен те пултăран пĕччен кăна шăтса тухнине асăрхасан ăна тымарĕпе кăкласа кăлармалла. Касса пăрахнипе хăтăлма çук. Кун пек вăл темиçе çултан каллех çитĕнет.
Наркăмăшлă пултăран патне пыма та хăрушă. Ỹсен-тăран çывăхне пымасан тата лайăхрах, мĕншĕн тесен ỹсен-тăранри кумарин тата эфир çăвĕсем ỹте пĕçертсе яраççĕ. Уйрăмах çулла хăйĕн шăршипе аллерги парать. Сĕткенĕ куçа лексен суккăрланас хăрушлăх та пур. Уйрăмах пултăран наркăмăшĕ çутă çынсене витĕм кỹрет.
Тухтăрсем сĕннĕ тăрăх, курăка ăнсăртран перĕнсенех наркăмăшлă япаласем тивнĕ вырăна шывпа лайăх çумалла. Ỹте спиртпа е эрехпе сăтăрмалла. Астăвăр, пултăрана тĕкĕнсен чир тỹрех аталанмасан та пултарать. Пĕçертсе янă паллăсем темиçе кунран палăрма пуçлаççĕ. Çавăнпа ỹт çине нимĕн те тухмарĕ темелли çук, спиртпа сăтăрса тасатмаллах. Тухтăртан пулăшу ыйтмалла.
Юлашки 15-20 çулта пушă уйсем нумайланса пыни пултăрана ирĕклĕн алхасма май пачĕ. Пултăран вăрри çилпе таçта та çитрĕ. Халĕ наркăмăшлă пултăрана çул хĕррисемпе вăрмансенче тата ытти çĕрте те курма пулать.
"Россельхозцентр" ФПБУ филиалĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта Чăваш Республикинче пултăрана 200 ытла гектар тупса палăртнă, çав шутран 11,01 гектарĕ - Комсомольски районĕнче. Александровка ял поселенийĕн территорийĕнче çак усал ỹсентăран чи пысăк лаптăк - 4 гектар - йышăнать. Асанкасси, Комсомольски тата Эльпуç ял тăрăхĕсене те иленнĕ вăл, 2-3 метр çỹллĕш кашласа ларать. Кĕтне, Рикша, Этреçек юханшывĕсем хĕррипе уйрăмах вăйлă сарăлать. Çавăн пекех усă курман çĕрсем çинче, çул хĕррисенче те хăйне ирĕклĕ туять. Юлашки çулсенче хуçисем килте пурăнман уйрăм хуçалăхсене те куçма пуçлани палăрать.
Наркăмăшлă пултăранпа кĕрешме çак ĕçсене туса ирттерме сĕнеççĕ:
- çу каçа 3 хутран кая мар çулмалла;
- ỹсен-тăран сарăлакан лаптăксене гербицидпа сапмалла: май-июньте тата август-сентябрьте;
- хими препарачĕсем сапнă хыççăн кашнинчех имçамсен тухăçлăхне сăнамалла.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"