АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çерулмийĕ тухăçлă, ĕçченсем хастар

22 сентября 2017 г.

Çу кунĕсенче ем-ешĕл ларакан йывăç-курăк халĕ хăйсен куçа илĕртекен пĕркенчĕкне витĕнме пуçларĕ: акă, шап-шурă яштака хурăн сарă шупăрпа пĕркенме пуçларĕ, тирек те тумне улăштарать. Кăçалхи çу ахаль те ăшă çанталăкпа савăнтармарĕ, умра вара - хура кĕркунне. Çавна май ял хуçалăх производство кооперативĕсен, колхозсен, çавăн пекех фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе ĕçченĕсем те уй-хирти ĕçсене çывăх вăхăтра вĕçлес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ: ĕлкĕрнĕ тыр-пула кĕлете пухса кĕртеççĕ; кĕрхи ака ĕçĕсене пурнăçлаççĕ; выльăх апачĕ янтăлаççĕ, çĕрсене хуратаççĕ... "Дружба" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вара, асăннă ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех, çĕрулми уйĕнче те тимлеççĕ. - Çĕрулми лаптăкĕ 54 гектарпа танлашать. Павел Долгов тракторист кăларнă "иккĕмĕш çăкăра" 5 ялти 25 ĕçчен, çавăн пекех ферма ĕçченĕсем Ирина Григорьева, Регинăпа Алена Никитинасем, Люция Ахметова, Энисе Зарипова пухаççĕ,- вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Миназиле Мухутдинова бригадир. Çăвĕпе тар тăкса çитĕнтернĕ тымар çимĕçе çывăх вăхăтра пухса кĕртес тĕллевпе ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Ремис Мансуров çак ĕçе Хирти Явăш тĕп шкулĕн вĕренекенĕсене те явăçтарнă. Аслă классен ачисем ирхи 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен уйра вăй хураççĕ. Паллах, ĕçленишĕн вĕсене укçан парса хавхалантараççĕ. - Уйра тăрăшни кăмăлсене уçать, сывлăха туптама та пулăшать. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла çĕрулми пуçтарни вара чылайлăха пирĕн асра юлĕ,- теççĕ ачасем пĕрне-пĕри пỹлсе. Вĕренекенсем чăннипех те маттур пулни курăнсах тăрать. Вĕренỹре те тăрăшуллăскерсем ĕçре те питĕ паттăр. Тинрех çеç çĕрулми ани çине тăнăскерсем, акă, ăна часах парăнтарчĕç те. Ара, савăнăçлă калаçупа хаваслă шав çинче вăхăт иртни те сисĕнмест-çке. Ачасем тăрăшнипе уйра михĕсен речĕсем ỹссе те ларчĕç. - Çамрăк ĕçченсем пур чухне ни-мĕнрен те хăрамастпăр, çанталăкĕ кăна пултăр. Кунсем уяр тăнă тапхăрпа туллин усă курас тетпĕр, çавна май шкул ачисенчен пулăшу ыйтрăмăр. Çĕрулми кăçал тухăçĕпе савăнтарать. Тăрăшни сая каймарĕ, - терĕ Миназиле аппа.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика