22 сентября 2017 г.
Çул çитмен çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки пĕрре кăна мар çырнă. Çи-тĕнекен ачасемшĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕ яваплă. Вĕсене тĕрĕс çулпа утма хăнăхтармалла, тивĕçлĕ пĕлỹ илме пу- лăшмалла. Шел пулин те, юлашки вăхăтра районта çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвасси ỹснĕ. Кун пирки пире районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен Рева Жукова инспектор пĕлтерчĕ: - Паянхи кун тĕлне тунă тишкерỹпе килĕшỹллĕн, юлашки вăхăтра ачасем уйрăмах каçхине ытларах преступлени туни паллă. Тĕслĕхрен, июлĕн 27-мĕшĕнче çĕрле 11 сехетре Урмаел ялĕн-чи çул çитмен çамрăк хăй çулĕнчи ачана çапнă. Çавна май РФ Уголовлă Кодексĕн 112-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Июль уйăхĕнче А. çамрăк аслисемпе пĕрле хутшăнса çурт умĕнче ларакан автомашинăна вăрласа кайнă. Куншăн та, паллах, явап тытмалла, уголовлă ĕç пуçарнă. Сентябрĕн 15-мĕшĕнче вара çул çитмен тăватă ача "Эльвира" кафен тимĕр контейнерĕн çăрине ватса уçнă. 35 пин тенкĕлĕх спиртлă шĕвексене вăрланă. Ача мĕншĕн преступлени тăвать-ха? Ашшĕ-амăшĕ тивĕçлипе пăхманнипе. Чи малтанах ачасене каçхине урама тухма чармалла. Вĕсем каçхи 10 сехетчен çеç çỹреме пултараççĕ. Палăртнă вăхăт хыççăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле кăна тухма юрать. Асăннă тĕслĕхсенче куратăр ĕнтĕ, ачасем çĕрле преступлени тăваççĕ, çак вăхăтра вĕсене çывăх çыннисем шырамаççĕ те тейĕн. Çул çитмен çамрăксем явап тытнипе пĕрлех, ашшĕ-амăшне те административлă майпа айăплаççĕ. Вĕсен штраф тỹлеме тивет. Çавăнпа та ачасемпе тимлĕрех, çирĕпрех пуласчĕ. Çул çитменнисене пăхса тата сăнаса тăрас тĕллевпе сентябрь-октябрь уйă-хĕсенче районта "Сирĕн ачасем килте-и?" акци пырĕ. Çак вăхăтра полици уйрăмĕн сотрудникĕсем ачасем пуçтарăнакан обществăлла вырăнсене тĕрĕслеççĕ, йĕркене пăсакансене тупса палăртаççĕ.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"