22 сентября 2017 г.
Банк карттисемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнăр, мĕншĕн тесен вĕсемпе çыхăннă преступленисен пысăк пайĕ халăх сыхлăха çухатнипе пулать. Паянхи пурнăçра банк картти çинче укçа-тенкĕ упрама, унпа усă курса лавккасенче таваршăн тỹлеме, Интернет урлă япаласем туянма питĕ меллĕ. Халăх чылай чухне асăрханулăх пирки маннăран банк картти çинчен укçа-тенкĕ çухалнă тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Ултавăн пĕр тĕслĕхĕ - пĕр-пĕр çын банкра ĕçлекен ячĕпе шăнкăравласа е СМС-хыпар ярса картта ĕçлеме пăрахнине пĕлтерни, ăна ĕçе кĕртме унăн номерне, вăрттăн паллисене ыйтни. Интернетра тĕрлĕ тавар сутакан лавкка нумай халĕ. Таваршăн тỹленĕ чух картта номерне çыракан каварлашнă ушкăн тĕлне çакланма пултарать, унăн карттин номерне тепĕр çынна пĕлтернĕрен карта çинчи укçа-тенкĕ самантрах çухалать. Хăшĕ-пĕрин пин-кода карттăпа пĕрле чиксе çỹрес тата ăна картта çине çырса хурас йăла пур. Кун пек чухне укçа-тенкĕсĕр юлас хăрушлăх пушшех те пысăк. Банкоматсем çине ятарлă техника вырнаçтарса информаци вăрласси, унпа усă курса çаратасси те анлă сарăлнă. Çакăн евĕр ултавçăсен пысăк ушкăнне ярса тытнă тĕслĕх иртнĕ çулсенче республикăра та пулнăччĕ. Молдави çыннисем перекет банкĕн хăш-пĕр аппарачĕ çине ятарлă техника вырнаçтарса Чăваш Енре çеç мар, ытти регионта та, ют çĕршывсенче те пуйса пурăннă. Телефон урлă "мобильлĕ банкпа" çыхăнсан та тимлĕ пулмалла. Номере улăштарсан ăна сỹнтерме манмалла мар. Интернетпа çыхăннă телефонсене вируслă программăсемпе юрăхсăра кăларса çав номерпе çыхăннă банк карттинчен укçа-тенкĕ çухатасси те вăй илнĕ. Ку чухне карточкăпа усă курсан телефон çине СМС килме пăрахать. Çавăнпа та Интернетпа çыхăнсан телефонсене те вируссемпе кĕрешекен программăсемпе тивĕçтермелле.
И. АВДЕЕВ, районти полици начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"