22 сентября 2017 г.
Самар - Атăл çинче вырнаçнă авалхи хуласенчен пĕри. 921-мĕш çулта Ахмед ибн Фадлан çулçỹревçĕ "Самур" тесе палăртнă хула курмалли илемлĕ, паллă вырăнсенчен пуян. Хулари чăваш наципе культура автономийĕн йыхравĕпе Халăхсен туслăхĕн кунне кайнă "Каçал" халăх фольклор ансамбле çỹрекенсем те çĕнĕ вырăнсемпе хапăлласах паллашрĕç. - Атăлçи федераллă округĕнчи экономика центрĕнче хальхи вăхăтра 1169719 çын пурăнать. Кунта машинăсем тăвакан, космоспа авиаци тата металл ĕçлекен промышленноçсем аван аталаннă. Ĕлĕкхи Куйбышев хулинче 150 яхăн пысăк, унсăр пуçне вăтам, пĕчĕк промышленноç предприятийĕ пур. Тĕрлĕ ĕмĕрсенче хута кайнă çуртсем хулана хăйевĕрлĕ сăн кĕртеççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ истори палăкĕсем шутланаççĕ,- хула кун-çулĕпе паллаштарчĕ Людмила Павлова гид-экскурсовод. Пирĕн пĕрремĕш чарăну Халăхсен туслăх çурчĕ пулчĕ. Кунта Самар хулипе облаçĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен обществăлла организацийĕсем вырнаçнă. Паллах, чăвашсен наципе культура автономийĕн центрĕ те пур. Унăн президенчĕ - Людмила Павлова. Сăмах май каласан, Самар облаçĕнче чăвашсем йышĕпе - виççĕмĕш вырăнта - 2,7 процент. Чи нумаййи - вырăссем (85,6 процент), йышĕпе тутарсем иккĕмĕш (4,1 процент). Кунта эпир çавăн пекех ытти халăхсен йăли-йĕркипе, культурипе тата представителĕсемпе те паллашрăмăр. Вĕсемпе асăнмалăх сăнỹкерчĕксем те турăмăр. Иккĕмĕш чарăну "Волгарь" ЭкоГрадри Осети урамĕ пулчĕ. Çĕнĕ урамра пирĕн халăх ячĕпе лартнă чăрăш та çитĕнет. Тольяттирен килнĕ ентешсемпе пĕрле кунта ĕçлĕ калаçу ирттернĕ хыççăн пурте пĕрле Халăхсен туслăхĕн паркне çул тытрăмăр. Кунта вара ĕç "вĕрет": тĕрлĕ наци çыннисем хăйсен çурчĕсене купалаççĕ, çĕклеççĕ. Нимĕçсен çурчĕпе юнашарах тутарсен ỹссе ларнă, чечен халăх çурчĕ вара ыттисенчен хăйевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Чăваш çуртне авалхи йăла-йĕркене пăхăнса ăсталани курăнать-туйăнать. Йывăçран тунăскер, капмар та мăнаçлă ларать. Шалти ĕçсем вĕçленеймен-ха, хыр йывăççин шăрши те сирĕлсе пĕтмен, апла пулин те çуртра тирпей-илем хуçаланать. Каялла таврăннă чухне вара эпир хулари паллă вырăнсемпе паллашма шут тытрăмăр. Атăл хĕрринче кăшт уçăлса çỹренĕ хыççăн Чапаев палăкĕ умне çитрĕмĕр. Юнашарах - М.Горький ячĕллĕ патшалăх академи драма театрĕ, унăн архитектури хăйне евĕр, пĕр-пĕр юмахри çурт тейĕн. Кунтах, авă, Иосиф Сталинăн бункерĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тунăскерĕн тарăнăшĕ 37 метр, 12 хутлă çуртăн çỹллĕшĕпе танлашать. Бункерăн чи аялти, пĕрремĕш, хутĕнче - Иосиф Виссарионовичăн ĕç пỹлĕмĕпе канашлу кабинечĕсем. Çак икĕ кунра эпир хамăрăн тавракурăма татах та пуянлатма, анлăлатма пултартăмăр. Экскурси питĕ хаваслă та усăллă пулчĕ тесе шутлатăп.
А.Исаева
Источник: "Каçал Ен"