22 сентября 2017 г.
Богдан Хмельницкин III-мĕш степеньлĕ орденне илме тивĕç пулнă офицерсенчен пĕри - 1918 çулта Тукай ялĕнче кун çути курнă Александр Егорович Николаев. Яша 1940 çулхи июнь уйăхĕнче çара илнĕ. Чăваш ачине 1942 çулта ВКП(б) ретне илеççĕ. Николаев аслă лейтенанта стрелоксен 197-мĕш дивизинчи стрелоксен 289-мĕш полкĕнче комсорг пулма шаннă. Вăрçăра юн юхнипе пĕрлех чун-чĕре кăна мар, ỹт-пỹ те аманать. Паллах, Александр Егорович та аманман мар. 1944 çулхи февральпе сентябрь уйăхĕсенче икĕ хутчен пулнă кун пекки. Каччă 1941 çулхи июнь уйăхĕнче Брянск фронтĕнче, 1943 çулта Белорусси, 1-мĕш Украина фрончĕсенчи çапăçусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнă. 1943 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче полк командирĕ Николаева Хĕрлĕ Çăлтăр орденне пама награда хучĕ хатĕрленĕ, анчах аслă лейтенанта çак çулхи октябрь уйăхĕнче "За боевые заслуги" медальпе кăна чыслаççĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ хуçине 1944 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче çеç шыраса тупать, 1945 çулхи майăн 16-мĕшĕнче капитана I степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă. "1944 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче каçхине Александр Николаев салтаксен ушкăнĕпе Висла юханшывĕ урлă каçса çыранăн тепĕр енче разведка ирттернĕ. Тăшманăн оборона линине Лесная Халупа ялĕ çывăхĕнче палăртнă хыççăн батальона малалла кайма çул уçса панă. Августăн 1-мĕшĕнче сылтăм флангра нимĕçсен контратакине пилĕк комсомолецпа сирсе янă. Пуçĕсене хунă юлташĕсенчен автомачĕсене пуçтарса хаяр çапăçăва малалла тăснă, 10 нимĕç салтакне тĕп тунă. Çав вăхăтрах плацдарма пысăклатма пуçланă çапăçусенче комсорг хăй малтисен ретĕнче ертсе пынă, тăшмана аркатма, хамăр çĕр çинчен куç курми таранах хăваласа яма хавхалантарса пынă". Ку йĕркесене пирĕн ентешĕмĕре 1944 çулхи августра хăюлăхпа паттăрлăхне кура Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама хатĕрленĕ май çырнă пулнă.1944 çулхи майăн 16-мĕшĕнче Богдан Хмельницкин III-мĕш степеньлĕ орденне илме тивĕçлĕ пулни çинчен 102 номерлĕ приказ тухнă.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"